Лӗпӗш евӗр ҫӑмӑллӑн ташлакансен сӑнарӗсем

Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери 29-мӗш балет фестивалӗ малалла пырать. Паян куракансем бурят халӑхӗн юмахӗсемпе халапӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльпе паллашма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне балет артисчӗсен ҫӑмӑл мар ӗҫне халалланӑ курав та кӑсӑклӑ пулӗ. Оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗсен - Юрий Ксенофонтовпа Владислав Зотиков ӗҫӗсен экспозицине йӗркеленӗ.

Юрий Ксенофонтовӑн графика мелӗпе ӳкернӗ ӗҫӗсене ку таранччен чылайӑшӗ курман-ха. Республикӑра ӑна ытларах скульптор пек пӗлеҫҫӗ.

Вӑл - чӑвашсенчен ку енпе профессиллӗ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш ӑста тата наци скульптурин шкулне йӗркелесе яраканӗ. Юрий Ксенофонтов Мускаври Суриков ячӗллӗ ӳнер институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Ҫак картинӑсене шӑпах студент вӑхӑтӗнче ӳкернӗ. Кун пек лару-тӑрура балеринӑсене ахаль чух кураймӗн: пӗрисем сцена ҫине тухма хатӗрленеҫҫӗ, теприсем канаҫҫӗ - ывӑннӑ ӗнтӗ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ 47 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ - вӑл 39-та кӑна пулнӑ. Унӑн ӗҫӗсене шӑллӗ - Олег Ксенофонтов упрать. Архивра мӗн пуррине тӑтӑшах тишкермелле, тет вӑл. Ҫапла майпа Мускаври Пысӑк театрта ташланӑ балеринӑсен сӑнӑсене тупса куракансем патне ҫитернӗ. Ӗҫсене оперӑпа балет театрне парнелеме шутланӑ. Курава гипсран ӑсталанӑ балеринӑсем те илем кӳреҫҫӗ. Вӗсен авторӗ - Юрий Ксенофонтовӑн вӗренекенӗ.

Владислав Зотиков балетпа 80-мӗш ҫултанпах кӑсӑкланать. Хӑй вӑхӑтӗнче спектакльсене кашни эрнере ҫӳренӗ, тет. Шупашкарта иртекен пӗтӗм тӗнчери фестивальсене те сиктермест тесен те юрать. Скульптор балеринӑсен хусканӑвӗсемпе хавхаланса ҫӗнӗ ӗҫсене кӳлӗнет. Кунта, тӗслӗхрен, маҫтӑр фуэтэ ҫаврӑнакана сӑнланӑ. Ҫак композицие вара Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ тӗнчипе паллӑ Надежда Павлова балеринӑна халалланӑ. Илемлӗхпе Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ вӗҫлениччен - ака уйӑхӗн 6-мӗшчен киленме пулать.

 

Вероника Павлова, Виктор Степанов