Патӑрьел ҫумӗнчи Йӑлӑмра ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ ача пӗрремӗш сӑввине ҫиччӗре чухнех ҫырнӑ. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах ҫӗнелекен пурнӑҫпа хавхаланса хайланӑ пӗчӗк калавӗсене хаҫатра пичетленӗ. 16-ра Патӑрьелти педучилищӗре пӗлӳ илсе учительте ӗҫлеме пуҫланӑ яша Шупашкара, "Пионер сасси" хаҫата чӗннӗ. 1935-мӗш ҫулта ӑна парти обкомӗ Ленинградри журналистика институтне вӗренме ярать. Авланнӑ ҫамрӑка ун хыҫҫӑн ҫара илеҫҫӗ. Шурӑ финсемпе пынӑ вӑрҫа кӗрет. Федот Ситов майорӑн малаллахи пурнӑҫӗ 1944 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче фронтра пуҫ хуричченех ҫар корреспонденчӗн ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ. Пӗр калавӗнче вӑл хӑй мӗнле лару-тӑрура пуҫ хурассине пӗлсе тӑнӑ пекех ҫырса кӑтартни тӗлӗнтерет.
Кӗнекене пухса хатӗрлекен Валентина Ситован ӗҫтешӗсем, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем, йышлӑн килнӗ литература каҫне. Вӗсене Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр училищинче чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ Ева Лисина ҫыравҫӑ та юнашарах. "Валентинан тӑванлӑхпа йӑх туйӑмӗ ҫамрӑкранах пысӑкчӗ", - тет вӑл.
Хветӗр Ҫиттан амӑшӗ ывӑлӗн хучӗсен хакне ӑнланнӑ, вӗсене тирпейлӗн упранӑ. Сӑвви-калавӗсӗр пуҫне ҫырӑвӗсемпе кун кӗнекисем ӑруран ӑрӑва куҫса сыхланса пыни темрен паха.
Валентина Петровнӑна килти архиври хальччен ниҫта пичетленмен алҫырусене кӗнекелесе кӑларас килни 10 ҫул канӑҫ паман. Хветӗр Ҫитта ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ялта Асӑну хӑми уҫнӑ хыҫҫӑн пархатарлӑ хӗрарӑм тӑванӗн кашни хут таткипе лупа тытса ӗҫлеме пикеннӗ.
Кӗнекене Ҫиттан хайлавӗсемсӗр пуҫне вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫыравҫӑ ҫинчен тӗрлӗ ҫӗрте пичетленнӗ статьясемпе асилӳсене те кӗртнӗ. Мӑшӑрӗн, Анна Николаева Вӑрмар хӗрӗн, ҫырӑвӗсем те пур.
Наци вулавӑшӗнче Хветӗр Ҫиттан 1933-мӗш ҫултанпа тухнӑ хайлавӗсем пур. Вӗсене цифра ҫине куҫарнӑ - электронлӑ библиотекӑра та вулама пулать.
Марина Карягина, Михаил Солин.