Ҫак кӑмӑла ҫӗклекен ҫутӑ та илемлӗ ӗҫсене пурнӑҫ ырлӑхӗпе киленсе ӳсекен ачасем ӳкернӗ тейӗн. Анчах та, чӑнлӑх урӑхларах темелле. Кураври картинӑсен авторӗ хӑйнеевӗрлӗ ӳнерҫӗ - йывӑр чирпе асапланакан 12 ҫулти Мария Евишева. Сусӑр ачан сӑрӑ ӑсталӑхне аталантарассинче 3 ҫул ытла Наталия Нагорнова тӑрӑшать. Кашни эрнерех пӗрле тӗл пулса ҫакӑн пек ырӑ туйӑм вӑратакан ӳкерчӗксем тӑваҫҫӗ вӗсем.
Иккӗн ӳкернӗ картинӑсен шучӗ ҫулран-ҫул ӳссе пырать. Ҫакна шута илсе ӳнерҫӗсем пӗлтӗрех курав йӗркелеме шут тытнӑ. Ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме Чӑваш Енпе Раҫҫей ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗ пулӑшнӑ. Ҫапла майпа истори архивӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче ҫак курава йӗркелеме пултарнӑ. Унта акварель, гуашь тата ытти сӑрӑ мелӗсене усӑ курса хатӗрленӗ 40 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсенчен 20-шӗ Маша ӗҫӗсем, ыттисем Наталия Нагорнова ӳнерҫӗн пейзажӗсемпе натюрморчӗсем.
Калас килнӗ шухӑш кӑмӑлне ӳнер ӑсталӑхӗ урлӑ палӑртакан сусӑр ачан ӗҫӗсемпе истори архивӗнче раштавӑн 10-мӗшчен паллашма пулать.
Алексей Енейкин, Виктор Чугаров