Хӑйсен пӗлӗвне, ӑсталӑхне ӑмӑртура туптарӗҫ

Шупашкарта Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пушарпа ҫӑлав спорчӗн чемпионачӗ иртрӗ.  Ӑна Раҫҫей пушар хуралӗ йӗркеленнӗренпе 375 ҫул ҫитнине халалланӑ. Турнир икӗ кун пычӗ. Унта профессионал ҫӑлавҫӑсемпе пӗрлех шкул ачисем те хутшӑнчӗҫ.

Чемпионат парнисене ҫӗнсе илессишӗн тӗрлӗ тӑрӑхран 100 ытла шкул ачипе студент ҫитнӗ. Старт умӗн вӗсемпе Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин республикӑри Тӗп управленийӗн ертӳҫи Валерий Зеленин тӗл пулчӗ. - Спортпа туслӑ пулни пирӗн ӗҫре ҫав тери пӗлтерӗшлӗ. Вӑл чӑтӑмлӑха, хӑюлӑха, ӑсталӑха туптама, вӑй-хала ҫирӗплетме пулӑшать, - терӗ. Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсене ку енсем уйрӑмах кирлӗ. Ҫак турнира республикӑра  виҫҫӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫессишӗн тупӑшу кӑҫал та хӗрӳ иртрӗ. 12 команда хутшӑнчӗ унта. Пурте ӑмӑртӑва тӗплӗн, тӑрӑшса хатӗрленнине палӑртрӗҫ.

Ҫамрӑксем икӗ дисциплинӑра вӑй виҫрӗҫ. Чӑрмавлӑ 100 метрлӑ дистанцие парӑнтарма, пусмапа ҫӳле хӑпарма тиврӗ вӗсен. Кунта хӑвӑртлӑхпа пӗрлех хӑнӑхтарӑва тӗрӗс туни пӗлтерӗшлӗ. Тӳресем йӑлтах шута илсе пычӗҫ. Муниципалитетсем хушшинче чи лайӑх кӑтарту Улатӑр тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ команда пулчӗ. "Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ" специальноҫе алла илекенсен ушкӑнӗнче Канашри транспортпа энергетика техникумӗн студенчӗсем мала тухрӗҫ.

 

Екатерина Фомина, Александр Отяков, Вадим Владимиров