Халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетекен акци

"Ҫемье вӑрманӗ" акци иккӗмӗш хут Луганск тӑрӑхне ҫитрӗ. Чӑваш Енрен пынӑ ушкӑн ҫар операцийӗ пыракан регионти хуласенче йывӑҫ хунавӗсемпе чечек тӗммисем лартрӗ.

Ҫӗршыв шайӗнче иккӗмӗш ҫул пурнӑҫланакан акцин пӗлтерӗшӗ кӑҫал уйрӑмах пысӑк. Вӑл Раҫҫейре иртекен Ҫемье тата Чӑваш Енри Экологи культурин ҫулталӑкӗсемпе ҫыхӑннӑ. Пархатарлӑ проекта ҫар операцийӗ пыракан регионти халӑха хутшӑнтарни вара - сӑваплӑ пулӑм.

Ырӑ ӗҫе пуҫаракан Анна Евграфова Луганск тӑрӑхне пысӑк ушкӑнпа ҫитнӗ. Вӑл йышра - ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗ, "Оплот Отечества" пӗрлешӳ ертӳҫи Сергей Голицын та. Хастарсем малтанах вырӑнти пуҫлӑхсемпе пӗрле видео кӗпер урлӑ акцие хутшӑнакан ытти регионсемпе ҫыхӑнӑва тухрӗҫ. Унтан темиҫе кун Луганск тӑрӑхӗнчи 6 ял-хулара туслӑх йывӑҫӗ лартрӗҫ: юман, ҫӑка, кедр, шурӑ тирек, тӗрлӗрен чӑрӑш, лиственница тата хурӑн. Пӗтӗмпе пин те 500 тӗп. Акцие йӗркелеме Чӑваш патшалӑх университечӗпе Луганскри педуниверситет, икӗ регионти вырӑс географи пӗрлешӗвӗ, республикӑри вӑрман хуҫалӑхӗсем, депутатсемпе тӗрлӗ пӗрлешӳсем пулӑшнӑ. Инҫе ҫула тухакансен транспорт тӑкакӗсене вара пӗтӗмпех Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов хӑй ҫине илнӗ.

Ырӑ ӗҫе пурӗ икӗ пин ытла ҫын хутшӑнчӗ. Ытларах пайӗ - шкулта вӗренекенсем. Йывӑҫ лартнисӗр пуҫне хастарсем кӑҫал 110 ҫул тултаракан Краснодон хулине тепӗр парне турӗҫ - Ленин тӳремӗнче чечек лартса клумба илемлетрӗҫ. Унӑн эскизне икӗ регионти "Вырӑс географи пӗрлешӗвӗ" йӗркеленӗ "Чечеклен, Донбасс!" конкурс ҫӗнтерӳҫисем хатӗрленӗ. "Ҫемье вӑрманӗ" акцие пуҫаракансем ку тӑрӑха кӗркунне тепре килме палӑртаҫҫӗ.

 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов, Лев Соколов, Вадим Егоров