Элӗк тӑрӑхӗнчи Татмӑш ялӗнче пурӑнакан Владислав Дубинин тӑванӗсене вунӑ сыпӑк таранах тӗпченӗ

Ҫемье йывӑҫҫи ҫинчен кӗнекесем те кӑларанӑ. Ҫак сӑваплӑ ӗҫе пуҫӑниччен вӑл тӑван ялӗн историне кӑсӑклансах тишкернӗ. Элӗк тӑрӑхӗнчи паллӑ таврапӗлӳҫӗн Александр Ананьевӑн ӗҫне малалла тӑснӑ.

Ӑҫтан эпир? Мӗншӗн ҫакӑнта пурӑнатпӑр? Ҫак ыйтусем Владислав Дубинина ҫамрӑклах канӑҫ паман. "Татмӑш ялӗ мӗнле пуҫланса кайни пирки атте каласа паркалатчӗ, ҫавах та чылай япалана вӑл та астумастчӗ», - тет арҫын. 2014-мӗш ҫулта ку тӑрӑхри паллӑ таврапӗлӳҫӗ Александр Ананьев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫуралса ӳснӗ кӗтесӗ пирки кӗнеке кӑларма ӗмӗтленнӗ вӑл. Ял ҫинчен чылай кӑсӑклӑ материал шыраса тупнӑ, вун-вун статья ҫырнӑ. Анчах вӗсене пӗр ҫӗре пухса ӗлкӗреймен. Аслӑ хӗрӗ Татьяна Евдокимова ашшӗ пуҫарнӑ ӗҫе чарӑнса ларма паман. Ҫавах та пӗччен йывӑр пулнӑ. Вара  Владислав Харитоновичпа пӗрле тӑрӑшма пуҫланӑ.

Ял историне тӗпченӗ май юнашар регионсене пӗрре мар ҫитсе килме тӳр килнӗ. Сӑмах май, Йошкар-Ола архивӗнче ӗлӗкхи ял карттине те тупнӑ. Ӑна Николай Никольский паллӑ ӑсчахӑн ашшӗ - Василий Никольский йӗркеленӗ иккен. Хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне тӗпе хурса урамсене тӳрлетме сӗннӗ вӑл. Анчах та татмӑшсем ҫак сӗнӗве йышӑнман, Атӑк ҫӑлӗ еннелле аталанма тытӑннӑ. Татмӑшсем Степан Разин пӑлхавне те хутшӑннӑ.

Ҫапла майпа пӗчӗк ял историйӗ ҫӗршыв шайӗнче мӗнле аталаннине тӗпченӗ. Пӗрремӗш вӗрентекенрен, пирвайхи хӗрарӑм-шофертан пуҫласа ялта камсем чи малтан телевизор туянни таранчченех уҫӑмлатнӑ.  Татмӑш кун-ҫулне туллин ҫутатнӑ хастарсем. Пурнӑҫ таппинчен кая юлас темен. Кӗнекене кьюар-кодсемпе пуянлатнӑ.

Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук тесе ахальтен каламан. Ялта - 30-а яхӑн йӑх. Чылай вӑрттӑнлӑха уҫӑмлатма май килнӗ. Дубининсен ҫемйине ӗлӗкех Чукмар тесе чӗннӗ ку тӑрӑхра. "Ача чухнехи самант аса килчӗ: Китайра 35 ҫул пурӑннӑ, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ тӑван хӑнана ҫитни. Вӑл аттепе калаҫнӑ май пӗрре мар чукмар сӑмаха усӑ курнӑччӗ", - каласа парать таврапӗлӳҫӗ.

Чукмар ратнинчен тухнӑскерем Китайра ҫеҫ мар, Норвеги, Америка ҫӗршывӗсенче те пурӑнаҫҫӗ.  Ҫапла майпа "Чукмары из Татмыш" кӗнеке кун ҫути курнӑ - тӑванӗсене 10 сыпӑк таранах тӗпченӗ унта автор. Дубининсем, Дубиковсем, Дубинскисем, Дубровскисем тата Константиновсем - пурте Чукмарсем иккен.

Амӑш енчи несӗлӗсем пирки те ытларах пӗлес килнӗ Владислав Харитоновичӑн. Тепӗр кӑларӑм кун ҫути курнӑ. Тӗлӗнмелле чӑнлӑх ҫиеле тухнӑ - автор Александр Ананьев таврапӗлӳҫӗпе те тӑванлӑ.

Хурӑнташлӑ пулнине унччен те пӗлнӗ. Анчах та мӗнле майпа - татӑклӑ хурав парайман. Ҫакна халӗ Владислав Дубинин документпах ҫирӗплетнӗ. Виҫӗ сыпӑкри тӑванӗсене пӗлнипе ҫырлахакансем шухӑшлаттараҫҫӗ, ку йӑха маннине, ӑна хисеплеменнине пӗлтерет, - тет таврапӗлӳҫӗ. Халӗ Владислав Харитонович тепӗр сӑваплӑ ӗҫе кӳлӗннӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ татмӑшсен списокне ҫӗнетет. Документсенче чылай ятпа хушамат ҫук - паянхи кун вун виҫҫӗшне тупма тӳр килнӗ.


Вероника Павлова, Димитрий Макаров