Ҫут ҫанталӑк ытамӗнче ҫемьепе пӗрле канчӗҫ, пӗлӳ те пухрӗҫ

Чӑваш Енре пӗрремӗш хут ашшӗ-амӑшӗпе ачисем валли "Туриада" фестиваль ирттерчӗҫ. Виҫӗ кун вӗсем Атӑл хӗрринче палаткӑсенче пурӑнчӗҫ.

Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 80 ытла ҫемье Йӑлӑма пухӑнчӗ. Пурте пултаруллӑ та хастар. Тӑвай тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ Степановсем тӗрлӗ фестиваль-конкурса хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Туриадӑран та юлас темен.

Ачасем валли тӗрлӗ вӑйӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ лекцисемпе ҫавра сӗтелсене хутшӑнса пӗлӗвне пуянлатрӗ. Вӗренӳ учрежденийӗсем йӗркеленӗ ӑсталӑх сехечӗсем те пуриншӗн те кӑсӑк пулчӗҫ.

"Туриада" - Вӗренӳ министерствин пуҫарӑвӗпе иртекен фестиваль. Унта хутшӑнакансемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулма кӑмӑл турӗ. Ачасене воспитани парас ыйтусене шкулсенчи ашшӗ-амӑш комитечӗн хастарӗсемпе, вӗрентекенсемпе сӳтсе яврӗ. Раҫҫей конкурсӗнче ҫӗнтернӗ проектсемпе те паллашрӗҫ пухӑннисем. Ашшӗ-амӑшӗн пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан тупӑшу кӑҫал иккӗмӗш хут иртнӗ. Чӑваш Енрен унта 321 проект тӑратнӑ, 26-шӗ - ҫӗнтернӗ.

Грант илекенсен йышӗ ҫитес ҫул тата пысӑкрах пулас шанӑҫ пур. Фестивальте экспертсем конкурс валли проектсем хатӗрлеме вӗрентрӗҫ. Ҫемьесене пӗрлештерекен уявра кашниех хӑйӗншӗн усӑлли, ҫӗнни чылай пӗлчӗ.

 

Екатерина Фомина, Юрий Марков