Чурачӑк ялӗ ыттисемшӗн тӗслӗх

Иртнӗ 5 ҫулта Чӑваш Енре ялсене аталантармалли программӑсем пулӑшнипе 34 миллиард тенкӗлӗх 7 пин ытла проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Кӑҫал та нумай ӗҫ тума палӑртнӑ, ҫакна валли бюджетран 3 миллиард тенке яхӑн уйӑрнӑ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Чурачӑк ялӗн сӑн-сӑпачӗ те ҫӗнелсех пырать. Сергей Артамонов премьер-министр шучӗпе ыттисемшӗн вӑл - тӗслӗх. Кун пирки тӗплӗнрех сюжетра.

"ВДС" хуҫалӑх пысӑк ӗҫе пуҫӑннӑ -  5 000 пуҫ ӗне валли сӗт-ҫу ферми тӑвать. Ҫурта йышши технологисене тӗпе хурса ҫӗклеҫҫӗ. Тислӗке фракци ҫине уйӑрса пуҫтармалли, каяшсене тирпейлемелли хатӗрсем тата "Карусель" йышши ӗне сумалли аппарат вырнаҫтарӗҫ. Республикӑра ку чи пысӑк зал - 80 пуҫ валли пулать. Хуҫалӑх ферма ҫурчӗсене ҫӗнетсех тӑрать. Пӗлтӗр - пӑру, унчченхи икӗ ҫулта ӗне витисем хута янӑ. "Тӗллевсем пысӑк, ялта ҫавӑн пекех кафе, курав залӗ, сыр пӗҫерекен цех тума палӑртнӑ. Чурачӑкра хуларинчен те лайӑхрах пултӑр", - тет "ВДС" компание пуҫарса янӑ Анатолий Фёдоров.

Ял хуҫалӑхне тата ҫул-йӗр тӑвассине аталантарас тӗлӗшпе вӑл 25 ҫул ытла тӑрӑшать. Тӑван ялне хӑтлӑх кӳрес ӗҫрен те айккинче юлмасть. Патшалӑх программисене хутшӑнни Чурачӑка ҫулран ҫул чиперленсе пыма май парать. Пин те 700 яхӑн ҫын пурӑнать унта. Иртнӗ ҫул ҫӗнӗ шкул алӑкӗ уҫӑлнӑ.  Ачасене пур енлӗн аталантарма халӗ пӗтӗмпех пур.

25 ялтан 300-е яхӑн ача пӗлӳ илет ҫӗнӗ шкулта. Ӑна ялсене аталантармалли федераци программипе килӗшӳллӗн тунӑ. Ҫакна валли 340 миллион тенке яхӑн усӑ курнӑ.

Ялсене аталантармалли федераци программине Чурачӑкра пурӑнакансем 2013-мӗш ҫултанпа хутшӑнаҫҫӗ. Малтанах ялти специалистсем валли лартакан ҫуртсем патне шыв, газ, канализаци пӑрӑхӗсене хывнӑ, ҫулсем сарнӑ, унтан стадион тунӑ. Пӗлтӗр, сӑмахран, ҫак программа пулӑшнипех "ВДС" пӗрлешӳре ӗҫлекен 3 ҫынна пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Пур ӗҫе те ял хуҫалӑх предприятийӗ хӑй укҫине хывнӑ. Ҫакӑ Раҫҫей конкурсӗнче ҫӗнтерес шанӑҫа самай ӳстерет. Ку тӗлӗшпе Чурачӑк ялӗ ыттисемшӗн тӗслӗх пулнине палӑртать Правительство ертӳҫи Сергей Артамонов. Кӑҫал ялсене аталантармалли программӑпа Красноармейскипе Патӑрьелти инфратытӑма ҫӗнетеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне республикӑра халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ пин те 555 проект пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.

 

Екатерина Фомина, Юрий Марков