Чи маттур та хастар волонтерсене чысларӗҫ

Тӗп хулара "Доброфорум" иртрӗ. Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 300 яхӑн ҫын Чӑваш патшалӑх педагогика университетне пухӑнчӗ.

Вӗсем йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене алӑ тӑсма яланах хатӗр. Чӑваш патшалӑх педагогига университетӗнче пухӑннӑ хастарсем хушшинче шкул ачисемпе студентсем ҫеҫ мар, аслӑ ӑрурисем те пур. Чылайӑшӗ пенсине тухсан волонтер пулнӑ. Ырӑ ӗҫ тума нихҫан та кая мар, терӗҫ пухӑннисем.
Виктория Яковлева Патӑрьел тӑрӗнчи Турхан ялӗнчен. Халӗ вӑл Шупашкарта вӗренет. Волонтер ӗҫне вара шкултах кӳлӗннӗ. Турханти ыркӑмӑллӑх юхӑмне республикипех пӗлеҫҫӗ. Ӑна Анатолий Кольцов тухтӑр ертсе пырать. Пӗччен ватӑсене пулӑшмалла е тавралӑха тирпей-илем кӗртмелле - волонтерсем ырӑ ӗҫ тума яланах хатӗр.

"Доброфорума" пуҫаруллӑ ҫынсене хавхалантарма 2018-мӗш ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ те. Хастарсем валли тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗсем ирттереҫҫӗ. Ӗҫпе кӑна мар, сӑмахпа та пулӑшма пулать, иккен. Тӗрлӗ ҫивӗч ыйтӑва ҫутатассинче медиа-волонтерсен тӳпи пысӑк.

Ырӑ ӗҫсем тума малашне тата та меллӗрех пулӗ. Пӗр шухӑшлӑ ҫынсене пухас тӗллевпе ятарлӑ Добро.Центрсем уҫӑлаҫҫӗ. Шупашкарта ҫеҫ мар, Канашра, Тӑвай тата Улатӑр тӑрӑхӗсенче пур вӗсем. 
Сӑмах май, паян республикӑра 81 пин волонтер. Пысӑк хуласенче ҫеҫ мар, поселоксемпе ялсенче те ятарлӑ юхӑмсем йӗркеленеҫҫӗ. Чи пултаруллисене волонтер паллипе тата хисеп хучӗпе чысларӗҫ. 
Форум вӑхӑтӗнче тепӗр ырӑ хыпар пӗлтерчӗҫ. Малашне халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан программӑна студентсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.

 

Вероника Павлова, Игорь Ульянов