Ҫӗршыври сӑра вӗретекен компани Вӑрнар тӑрӑхӗнче хӑмла туса илессине аталантарать

2030-мӗш ҫул тӗлне республикӑри хӑмла лаптӑкне 2 пин гектара ҫитерме палӑртнӑ. Ҫавна май хӑмла пахчисене чӗртсе тӑратассипе тӗллевлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Икӗ ҫул каялла "Балтика" компани Вӑрнар тӑрӑхӗнче ҫӗр туянсах "симӗс ылтӑн" туса илессипе ӗҫлеме пуҫланӑ.

Инвестора явӑҫтарни плантацине пысӑклатма пулӑшнӑ. Раҫҫейри сӑра вӗретекен пӗрлешӳ 22 гектар йышӑннӑ хӑмла пахчине туяннӑ. Унтан тата 38 гектар ҫӗр ӗҫе кӗртнӗ. Ҫапла паянхи куна "симӗс ылтӑн" лаптӑкӗ 60 гектара ҫитнӗ. Хунавсем хальлӗхе 3-4 метр ҫӳллӗш хӑпарнӑ. Тата ҫавӑн чухлех ӳсӗҫ. Хӑмла тӗрӗс ҫитӗнтӗр, аван тухӑҫ патӑр тесен ӑна ҫип тӑрӑх хӗвеле май ҫавӑрса ямалла.

"Симӗс ылтӑн" ҫурла уйӑхӗн варринче пиҫсе ҫитет. Ку лаптӑкра вара тӗмсене пӗлтӗр кӗркунне лартнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем ытла вӑй илсе ӗлкӗреймен, 3-мӗш ҫулӗнче кӑна ҫимӗҫ параҫҫӗ. Ҫамрӑк хунавсене уйрӑмах тимлӗх кирлӗ. Пӗр ретре 160 ытла тӗм. Ҫапла рабочисем кашнине ҫумкурӑкран катмакпа тасатаҫҫӗ.

Аталанса пыракан хуҫалӑхра ӗҫӗ, чӑнах та, нумай. Кӑҫал хӑмла тирпейлемелли комлекс туса лартнӑ. Ӑна тухӑҫ пуҫтармалли вӑхӑт тӗлне хута яма палӑртаҫҫӗ. Кунта Чӑваш Енре кӑларнӑ комбайн вырнаҫтарнӑ, тепӗр машин илсе килмелле. Унсӑр пуҫне хунавсем ҫитӗнтерме  500 тӑваткал метр йышӑкан 4 теплица тума палӑртаҫҫӗ.

 

Диана Иванова, Виктор Степанов