Ҫӗршыв шайӗнчи лагерь пулса тӑнӑ

Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли "Росинка" центра  тӗпрен ҫӗнетнӗ. Унти улшӑнусемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл пӗрремӗш сменӑра канакансемпе тӗл пулчӗ.

"Росинка" центрти ҫуртсене тулашӗнчен те, шалтан та ҫӗнетнӗ. Ҫывӑрмалли корпуссене тӗплӗ юсанӑ. Инженери коммуникацийӗсене, сантехникӑна, чӳречесене алӑксене улӑштарнӑ, кондиционерсем, видеосӑнав тытӑмне вырнаҫтарнӑ. Пӳлӗмсене сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ. Пӗтӗм ӗҫе республика хыснин укҫи-тенкипе тунӑ. Регион ертӳҫи Олег Николаев центрти улшӑнусемпе паллашнӑ май халӗ лагерь ҫӗршывӗпе те чи лайӑххисен шутӗнче, терӗ. Ачасем те питӗ кӑмӑллӑ.

Спорта кӑмӑллакансем валли кунта аталанма пӗтӗм май пур: футбол уйӗ, чупмалли ҫулсем, вӗрен паркӗ, скалодром. Вожатӑйсем те ачасен канӑвне тӗрлӗ енлӗ йӗркелеҫҫӗ. Пӗрремӗш сменӑра 150 ытла вӗренекен сывлӑхне ҫирӗплетет. Вӗсен программи шӑпах спортпа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май республикӑри паллӑ спортсменсемпе, тренерсемпе ӑсталӑх сехечӗсем иртеҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне "Росинка" кану центрӗнче 3 хутлӑ бассейн комплексӗ тума палӑртаҫҫӗ. Проектпа смета документацийӗ патшалӑх экспертизине тухнӑ. Лагерьте пурӗ 3 смена йӗркелеҫҫӗ. Вӑл шутра республикӑри тата ҫӗршыври урӑх регионсенчи 500 яхӑн ачана йышӑнма палӑртнӑ. Иккӗмӗш сменӑна Аслӑ Ҫӗнтерӗве, 3-мӗшне Раҫҫейри наука, культура, спорт тытӑмӗсенчи ҫитӗнӳсене халаллаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗнчен вара центрта "Губернатор лагерӗ" проектӑн сменисем ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ.

 

Диана Иванова, Денис Пахмутов, Михаил Солин