Ҫыравҫӑсен ушкӑнне шӑхасансем яланхиллех ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишши вӗреннӗ шкул ҫуртӗнче халӗ Канаш тӑрӑхӗн тӗп библиотеки вырнаҫнӑ.
Мускавран, Хусантан, Ӗпхӳрен, Саранскран килнӗ хӑнасене пула тӗрлӗ чӗлхепе янӑрарӗҫ Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем: чӑвашла, вырӑсла, тутарла, пушкӑртла, ирҫелле. Кӑвар чӗреллӗ поэтӑн "Ҫӗн Кун аки" сӑввине кӑна 55 чӗлхене куҫарнӑ, тӑлмачӑсем малалла та ӗҫлӗҫ-ха.
Уявра наци библиотеки ирттернӗ Ҫеҫпӗл Мишши хайлавӗсене чи лайӑх калакансен ӑмӑртӑвӗнче мала тухнӑ шкул ачисене те саламларӗҫ. Патӑрьелти 1-мӗш шкулта вӗренекен Арсентий Ивановпа Ҫӗрпӳ хулинчен килнӗ Николай Харламов сӑвӑ вулани пурин кӑмӑлне те кайрӗ.
Паянхи шкул ачи Ҫеҫпӗлӗн поэзине, унӑн тӑван литературӑри вырӑнне, вӑл самана йывӑлӑхне, чухӑнлӑха, чире, выҫлӑха пӑхмасӑр таса чунпа халӑхӑн ҫутӑ пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнине мӗнле хаклать? Ҫыравҫӑсемпе вулакансем ҫакӑн ҫинчен пӗрле шухӑшларӗҫ тӗлпулура.
"Чӗре йыхравӗ" фестивале хутшӑнакансем поэтӑн тӑван ялне те, Ҫеҫпӗле, ҫитсе курчӗҫ. Кунти музейра урӑх ниҫта та ҫук экспонатсем, портречӗн оригиналӗсем упранаҫҫӗ. Сӑвӑҫ ҫуралса ӳснӗ ҫурт вырӑнӗ - мемориал комплексӗн пӗр пайӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвасси пуҫланчӗ кӑна-ха. Тӗп уяв чӳк уйӑхӗнче пулмалла.
Марина Карягина, Михаил Солин