Авалхи йӑласене тӗпе хурса

110 пин ытла чӑваш пурӑнакан Пушкӑрт ҫӗрӗнче мӗнпур ентеше пӗрлештерекен 4-мӗш "Уяв" иртрӗ.

Авӑркас ҫӗрӗ чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан районсенчен пӗри шутланать. Кунта кашни виҫҫӗмӗш ҫын чӑвашла калаҫать. Чи пахи вара - пурте пӗр-пӗрин чӗлхине, культурине хисеплеҫҫӗ.

Тымарпа ҫирӗп халӑх ӑҫта пулсан та хӑйӗн аваллӑхӗпе мӑнаҫланса ӗмӗрхи пуянлӑха ҫамрӑксене парса пынӑ. Ҫак пархатарлӑха тӗпе хурса халӗ Пушкӑртстанра чӑвашсен пӗрлешӗвӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Кунта, паллах, вырӑнти патшалӑх тӗревне те палӑртмалла. Республикӑра тӑван чӗлхепех хаҫатсем тухаҫҫӗ, шкулта ачасем чӑвашла вӗренеҫҫӗ. Авӑркас районӗнче вара кӑҫал "Чӑваш культурин центрне" тума пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех пирӗн халӑх йӑлисене хисеплесе икӗ ҫулта пӗрре "Уяв" ирттереҫҫӗ.

Ҫакӑн пек нумай нациллӗ пысӑк ҫемьере пирӗн ҫӗршывӑн иксӗлми вӑйӗ тапса тӑрать. Авӑркас районӗнче туслӑхпа килӗшӳре 15 наци ҫынни пурӑнать. Ӑрусен ҫыхӑнӑвне упраса пӗр-пӗрин уявӗнче савӑнаҫҫӗ вӗсем.

Уяв хӑнисене аслӑ ҫӗршывӑн тӗрлӗ енчен килсе ҫитнӗ хисеплӗ хӑнасем, мухтавлӑ ентешсем саламларӗҫ.
Чӑваш культурин уявӗ Пушкӑртстан ҫӗрӗ ҫинче 4-мӗш хут иртет. Ҫитӗнекен ӑрӑва вӑл чун хаклӑхӗсене мала хурса несӗлсен йӑли-йӗркине, тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентет. Авалхипе хальхине ҫыхӑнтаракан ӗҫ-пуҫа халӑх пултарулӑхӗн уявӗ теме пулать.

Чӑвашсем пуринпе те туслӑ тата ӗҫчен халӑх пулнине Авӑркас районӗн пуҫлӑхӗ Арслан Шагаретдинов та ҫирӗплетсе, кӑмӑлтан хӗпӗртесе каларӗ. -Ҫакӑн пек пысӑк ҫемьере пурӑнса тӑван тӑрӑха пӗрле аталантарса пыратпӑр,- терӗ. Савӑнӑҫлӑ самантра тӗрлӗ ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳ тунисене тав тата хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Ҫитес пиллӗкмӗш уява та тӗплӗн хатӗрленсе тата та пысак йышпа кӗрлесе ҫӳллӗ шайрах ирттерсе ямалла пултӑр терӗҫ.

 

Алексей Енейкин