ГТРК Чувашия / Асламас музыкçăсен йăхне халалланă концерт
Версия сайта для слабовидящих

21 ноября 2019 23:57   -10°   $64.02 €70.85

15.02.2017 19:04

Асламас музыкçăсен йăхне халалланă концерт

Чăваш Наци библиотекин курав залĕнче хăйне евĕрлĕ концерт иртрĕ. Ăна Анисим Асламас композитора тата çак паллă музыкçăсен йăхне халалларĕç. Куракансен йышĕнче пирĕн корреспондент Александр Осипов та пулчĕ.

Александр Осипов, Вадим Владимиров

Концерта хăйне евĕрлĕ тесе палăртма сăлтав пур. Шăп çулталăк каялла пурнăçран Анисим Асламас арăмĕ - Мария Васильева 89-ра çитсе пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Ун хыççăн тепĕр пилĕк кунран, амăшне пытарма Чехи çĕршывĕнчен килнĕ ывăлĕ, Алексей Асламас йывăр çухатăвне чăтаймасăр вилчĕ. «Пирĕн юратнă çынсене асăнса концерт ирттерме ун чухнех шутласа хутăмар. Эпир пур те музыкçăсем. Музыкăран вырăнлă мĕнпе асăнма пултарăпăр эпир?», - терĕ пухăннисене Алексей Асламас арăмĕ Инна. Анисим Асламас мăнукĕсем Шупашкарта вĕренме пуçланă, каярахпа ашшĕ амăшĕпе пĕрле Чехири Теплиц ятлă хулана тухса кайсан, унта музыка енĕпе вĕренсе тухнă. Алексей ― сĕрме купăс калаканĕ, Антон ― композитор-пианист. Музыка тĕслĕхĕпе тĕрлĕ енлĕ пулчĕ концерт. Çирĕммĕш ĕмĕрти чаплă композиторсен музыки нумай пулчĕ ― Барбер, Рахманинов, Свиридов, вĕсемпе пĕрле Анисим Асламас кĕввисем янрарĕç. Вĕсен нотисене сĕрме купăспа фортепиано валли тата фортепианопа иккĕн калама пурăннă чух Алексей Асламас хатĕрленĕ пулнă. Алексей Асламас пианист-дирижёр пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Вăл Шупашкарта, Хусанпа Питĕрте аслă пĕлӳ илнĕ, çав тери пултаруллă музыкçă пулнă. Чехири Брно хулинчи опера театрĕнче вăй хунă, консерваторинче профессор пулса вĕрентнĕ. Алексей сĕрме купăсçăпа çĕнĕ хайлав авторĕ Антон «Канцонетта» ятлă пьеса тухса каларĕç. Çав тери чуна пырса тивекен кĕвве вăл ашшĕне асăнса çырни туйăнатех. Концерт программине Асламасăн вăтам хĕрĕ Татьяна, Шупашкар музыкçисем хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче Дмитрий Сёмкин опера юрăçи тата Марина Саприко фортепиано калаканĕ пулчĕç.

Чăваш композиторĕсен пĕрлĕхĕн правлени председателĕ Николай Казаков палăртнă тăрăх, Асламассем чăваш музыкин аталанăвĕнче тарăн йĕр хăварнă.

Пухăннисем асăну концерчĕн хурлăхлă шухăш-туйăмне те, професси пахалăхне те палăртрĕç.