Паянхи кăларăмра. Чăваш Ен Правительствин резерв фондĕнчен Канашри ҫуннă ҫуртра пурӑнакансене пулăшу пама 3 миллион та 40 пин тенкĕ уйăрса панă. Республикăра çемье çавăракансен йышĕ ỹснĕ. Чăваш Енри пĕрремĕш 5 çăлтăрлă отель 2022-мĕш çул вĕçĕнче уçăлĕ. Халĕ çак тата ытти хыпарсем çинчен тĕплĕнрех.
Паянхи кăларăмра. Канашра ĕнер нумай хваттерлĕ çуртра пушар тухнă хыççăн унта пурӑнакансене укçан пулăшу пама йышăннă. Чăваш Енре пурăнакан 28 пин ытла çын вакцинацие икĕ тапхăрпа иртнĕ. Шупашкарта «Вӗрентекен валли çурт» проектпа тунă çурта хута янă. Халĕ çак тата ытти хыпарсем çинчен тĕплĕнрех.
Паянхи кăларăмра. Чăваш Ен пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕрпỹ районĕнче ĕçлĕ çỹревпе пулнă. Паянтан ачасене 1-мĕш класа яма заявлени йышăнмалли пĕрремĕш тапхăр пуçланнă. Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă тапхăрта килте ларакан 65 çулти е аслăрах çынсем ĕçлейменни çинчен калакан хутсене майăн 1-мĕшĕччен тăсма пултараççĕ. Халĕ çак тата ытти хыпарсем çинчен тĕплĕнрех.
Паянхи кăларăмра. Раҫҫейре чĕрчунсене Ковид-19-тан прививка тумалли тӗнчери пӗрремӗш вакцинăна регистрациленĕ. Чӑваш Енре пирус туртакансен тата наркотикпа усă куракансен йышĕ икĕ процент çурă чакнă. Апрелӗн 1-мӗшӗнчен хӑш-пӗр çынсем дистанци мелĕпе ĕçлеме пуçлĕç. Халĕ çак тата ытти хыпарсем çинчен тĕплĕнрех.
Паянхи кăларăмра. Олег Николаевпа Виталий Мутко Чăваш Енре пурăнакансен уйрăм ушкăнĕсем валли çăмăллăх ипотекине хута ямалли майсене сỹтсе явнă. Март уйăхĕн вӗҫĕнче республикăна тепĕр 5 ҫӗнӗ троллейбус килсе çитмелле. Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ялĕнчи библиотекăра юсав ĕçĕсем пуçланнă. Халĕ çак тата ытти хыпарсем çинчен тĕплĕнрех.
Сегодня в выпуске. За текущий отопительный сезон в Чебоксарах и Новочебоксарске произошло порядка 140 аварий. 57 процентов сетей не перекладывались более четверти века. Спасатели республики к паводкоопасному периоду готовы. У службы ГКЧС Чувашии состоялся смотр готовности сил и средств к выполнению противопаводковых мероприятий. 27 марта в Чувашии пройдёт очередной День здоровья и спорта. В этот день услуги спортивных сооружений предоставляются бесплатно. А теперь более подробно об этих и других новостях.
Паянхи кăларăмра. Министрсен кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче республикăн ял-хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çураки ĕçĕсене кĕске вăхăтра ирттермеллине каланă. Чăваш Ен транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерстви Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче çĕнĕ маршрут йĕркелет. Ыран Наци библиотекинче «Сообщи, где торгуют смертью» Раççейри акци шайĕнче «право сехечĕ» иртет. Халĕ çак тата ытти хыпарсем çинчен тĕплĕнрех.