Суйлав хӑҫан иртессине тата унта мӗнле хутшӑнма май пуррине каласа кӑтартаҫҫӗ

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшччен Чӑваш Енре Республика Пуҫлӑхӗн суйлавӗ иртӗ. Ҫывхаракан пӗлтерӗшлӗ пулӑм ҫинчен халӑха пӗлтерес тӗллевпе суйлав комиссийӗсен пайташӗсем килӗрен ҫӳреме тытӑннӑ. Вӗсене мӗнле палласа илме пулать? Кун пирки журналистсене  брифингра каласа кӑтартрӗҫ.

Халӑха пулас суйлав пирки пӗлтерес тӗллевпе суйлав комиссийӗн пайташӗсем килӗрен ҫӳреме пуҫланӑ. Ятарлӑ тум тӑхӑннӑскерсене палласа илме йывӑр мар. Кашнин ятне, хушаматне ҫырнӑ бейдж, удостоверени, суйлав кампанин паллиллӗ сумка пур. Килӗрен ҫӳрекенсем планшетпа тата смартфонпа усӑ кураҫҫӗ. Ҫак ӗҫе участокри суйлав комиссийӗсен 3 пин ытла пайташӗ хутшӑнать. Вӗсем сасӑлав хӑҫан, ӑҫта иртнине каласа кӑтартӗҫ тата унта мӗнле майпа хутшӑннасси пирки ыйтса пӗлӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн суйлавӗ пирки пӗлтерекен "ИнформУИК" проект авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗччен ӗҫлет. 

Диана Иванова, Вадим Владимиров