"Справедливая Россия - Патриоты - За Правду" партин регионти уйрӑмӗн конференцийӗ иртрӗ

Унта Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавне хутшӑнас текенсен списокне ҫирӗплетрӗҫ. 

Конференцие республикӑри пур хулапа районтан - 50 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Парти хастарӗсен йышӗнче ҫӗнӗ ят чылай пулнине палӑртмалла. Ҫакӑнта федераци тата регион шайӗнчи "Человек важнее системы" проект тӳпи пысӑк. Республика парламенчӗн тата район-хула пухӑвӗсен депутатне суйланас текенсем пурӗ 131 ҫын. Кашни - хӑй тытӑмӗнче тӑрӑшакан профессионал. Патшалӑх Канашӗн списокӗн пуҫӗнче - Сергей Семенов, Игорь Моляков тата Владислав Солдатов. Конференцире вӑрттӑн сасӑлав хыҫҫӑн "Справедливая Россия - Патриоты - за Правду!" парти суйлава тӑратнӑ списока улшӑнусем кӗртмесӗрех ҫирӗплетрӗҫ. Пухӑннисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Вӑл респубикӑра туса ирттернӗ ӗҫ-хӗлпе тата ҫывӑх вӑхӑтри тӗллевсемпе паллаштарчӗ.