Документ пахалӑхне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ултавран сыхланса кашни бюллетень ҫине ятарлӑ симӗс сӑрӑпа типографи меслетне тӗпе хурса вӗтӗ шрифтпа хӳтӗлев палли лартаҫҫӗ. Кандидатсем пирки кӗске информаци те пур. Хушамачӗсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ. Суйлав комиссийӗ сасӑлакансене меллӗ пултӑр тесе бюллетеньре икӗ чӗлхепе - чӑвашла тата вырӑсла - ҫырнӑ. Вӗсене ҫынсем мӗнле сасӑланине тӳрех шута илсе пыракан ятарлӑ комплекс вырнаҫтарнӑ суйлав участокӗсенче кӑна усӑ курмӗҫ. Пурӗ 900 пин экземпляр хатӗрлеме палӑртнӑ. Типографире пичетленӗ бюллетеньсем суйлавччен кунтах упранӗҫ. Йӗрке хуралҫисем талӑкӗпех сыхӑ тӑрӗҫ.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов