Ачапа ларакансем е сусӑрсене пӑхакансем, чире е ытти сӑлтава пула тухса ҫурейменнисем килтех сасӑлама пултараҫҫӗ. Ҫакна валли заявлени ҫырмалла, ӑна тепӗр ҫынран парса яма пулать. Инҫет мелӗпе сасӑлакансем планшет, смартфон е компьютерпа усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫак майпа суйлава хутшӑнас текенсенчен Патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗнче авӑн уйӑхӗн 14-мӗшчен заявленисене йышӑнаҫҫӗ. Тепӗр меслет те пур - "Мобильный избиратель". Вӑл урӑх регионтан та суйлава хутшӑнма май парать.
Елена Дмитриева








