Республикӑри вӗренекенсем суйлав комиссийӗ йӗркелекен олимпиадӑра тупӑшрӗҫ

Шупашкарта право енӗпе иккӗмӗш хут республика турнирӗ иртрӗ. Хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслес текенсем Наци библиотекине пуҫтарӑнчӗҫ. 

Турнира йӗркелекенӗ - Чӑваш Республикин суйлав комиссийӗ. Ведомствӑра ҫамрӑксен право культурине ӳстерессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Вӗренекенсем хушшинче историпе кӑсӑкланакансене тупса палӑртасси, вӗсене суйлав йӗркисемпе ҫывӑхрах паллаштарасси те пӗлтерӗшлӗ. Ӑмӑртӑва Шупашкарти шкулсенче, вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенче тата аслӑ шкулсенче пӗрремӗш курсра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Пурӗ 11 ушкӑн.

Тупӑшӑва хутшӑнакансем хӑйсен пӗлӗвне 7 станцире тӗрӗслерӗҫ. Правопа, суйлав йӗркипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтӑва хуравларӗҫ. Бюллетене ӳкерсе илме юрать-и? Килте сасӑланине мӗн теҫҫӗ? Пурӗ 20 ыйту. Вӗсене хуравлама 2 минут уйӑрчӗҫ. Унтан тепӗр лапамра сӑмахсенчен тӗрӗс цитата пуҫтармалла пулчӗ. Кашни станцире историе пӗлни, тавҫӑрулӑх кирлӗ. 

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчӗҫ. Тупӑшу ҫак кун Шупашкара пӗрлех Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тата республикӑри 17 округра иртрӗ.

Диана Сафонова, Денис Афанасьев