Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче Раҫҫей президенчӗн суйлавӗпе ҫыхӑннӑ агитаци тапхӑрӗ пуҫланчӗ

Ҫавӑн пекех ҫывхаракан пӗлтерӗшлӗ пулӑм ҫинчен халӑха пӗлтерес тӗллевпе суйлав комиссийӗсен пайташӗсем килсерен ҫӳреме тытӑннӑ. Вӗсене мӗнле палласа илме пулать тата ҫак ӗҫ хӑҫанччен пырать? Ку ыйтусене республикӑри суйлав комиссийӗнче уҫӑмлатрӗҫ.

Килсем тӑрӑх ҫӳрекенсен ятарлӑ тум пулӗ. Ун ҫинче суйлав кампанин палли пулмалла. Унсӑр пуҫне хыпарлакансен сумкӑ, бейджик пур. Вӗсем планшетпа тата смартфонпа усӑ кураҫҫӗ. Ӑнлантару ӗҫне Чӑваш Енри суйлав участокӗсен 3 пин ытла комиссийӗн пайташӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем сасӑлав хӑҫан, ӑҫта иртнине тата унта мӗнле хутшӑнма май пулни пирки каласа кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех информаципе ӑнлантару материалӗсене парса хӑварӗҫ. Ҫак ӗҫ пуш уйӑхӗн 7-мӗшчен пырӗ.

Аса илтеретпӗр, суйлава хутшӑнмалли майсем анлӑлансах пыраҫҫӗ. Пурте хӑнӑхни, паллах, ятарласа йӗркеленӗ лапамсене ҫитни. Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗ урлӑ та сасӑлама май пур. Ҫак меслетпе суйлав кунӗсенче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пулсан та Раҫҫейӗн малашлӑхне, пулас ертӳҫине пӗр чӑрмавсӑр палӑртма пулать. Электронлӑ сасӑлав йӗрки ытларах ҫамрӑксене илӗртет пулсан, аслисем хӑнӑхнӑ йӗркепе суйлав участокне ҫитсе килме палӑртаҫҫӗ. 

Аса илтеретпӗр, Раҫҫей президенчӗн суйлавӗ пуш уйӑхӗн 15-17-мӗшсенче иртет. Бюллетеньре 4 кандидат ячӗ пулать. 

 

Надежда Александрова, Елена Михайлова, Виктор Степанов, Михаил Солин