Авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен йышӗ ҫӗнелӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансен кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ йышне палӑртмалла пулать.

Регионти Парламента 44 депутата суйламалла. 22-шне парти списокӗпе, тепӗр 22-шне пӗр мандатлӑ округсемпе. ЧР суйлав комиссийӗн председателӗн ҫумӗ Игорь Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавне пурӗ 6 парти хутшӑнать, вӗсем хӑйсен кандидачӗсене тӑратнӑ.