Суйлав комиссийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн пӗрремӗшӗ тӗлне сасӑлава хутшӑнакан 900 пин ытла ҫынна шута илнӗ.
Саккунпа килӗшӳллӗн депутата суйлама кандидата тӑратнӑ хыҫҫӑн агитаци тапхӑрӗ вӑй илет. «Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче вӑл ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пуҫланать. Кандидатсене тӳлевсӗр эфир вӑхӑчӗ тата хаҫат-журналта пичет вырӑнӗ уйӑрса параҫҫӗ.








