900 пин ытла ҫын хӑйӗн конституци правипе усӑ курма пултарать

Пуш уйӑхӗн 15-мӗш, 16-мӗш тата 17-мӗшӗнче ҫӗршывра пурӑнакансем Раҫҫей Президентне суйлаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсемпе журналистсене республикӑри суйлав комиссийӗ ирттернӗ тӗл пулура паллаштарчӗҫ. 

Суйлава хутшӑнакан кашни ҫыннӑн хӑйӗн шухӑшне ҫак 3 кунран кирек хӑшӗнче те ирхи 8-тан пуҫласа 20 сехетчен участока ҫитсе пӗлтерме ирӗк пур. Сӑмах май, пуш уйӑхӗнчи палӑртнӑ кунсенче республикӑри 909 пин суйлавҫӑ хӑйӗн кандидачӗшӗн сассине пама пултарӗ. Ҫак хушӑра 1033 суйлав участокӗ ӗҫлет. Сасӑлас текенсене тӗрлӗ лару-тӑрӑва кура темиҫе меслет сӗнеҫҫӗ. Пурте хӑнӑхни, паллах, ятарласа йӗркеленӗ лапамсене ҫитни. Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗ урлӑ та сасӑлама май пур. Ҫак меслетпе суйлав кунӗсенче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пулсан та Раҫҫейӗн малашлӑхне, пулас ертӳҫине пӗр чӑрмавсӑр палӑртма пулать. 

Суйлав кунӗсенче пурӑнакан вырӑнта мар, урӑх ҫӗрте пулассине кура сасӑлав лапамне суйлама пулать. Ҫавӑн пекех транспорт ҫӳремен, суйлав лаптӑкӗ йӗркелемен аякри ялсене ятарлӑ автобуссем ҫитӗҫ. Кӑҫал ҫапла майпа 400 ытла ялта пурӑнакан халӑх хӑй шанакан кандидатшӑн алӑ пусма пултарӗ. Пуш уйӑхӗнчи суйлав тӗлне йышӑннӑ ҫӗнӗлӗх те пур. 

Ҫак ӗҫе суйлав комиссийӗн 3 пин те 600 яхӑн пайташне явӑҫтарӗҫ. Килӗрен хыпар салатакансем маларах ятарлӑ пӗлӳ илнӗ. Суйлавҫӑсем вӗсене хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене те пама пултарӗҫ. Алӑкран кам шакканине тӳрех уйӑрма пулӗ. Комисси пайташӗсем суйлавпа ҫыхӑннӑ ятарлӑ тумпа, сумкӑпа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем камне документ кӑтартса ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Суйлав иккӗлентерекен ыйтусемсӗр, тавлашуллӑ самантсемсӗр ирттӗр тесе сӑнавҫӑсем те, видеокамерӑсен ҫивӗч куҫӗсем те лару-тӑрӑва тимлӗн сӑнаса тӑрӗҫ. 

Республикӑра ыттисемпе танах вӑхӑтлӑх 9 суйлав участокӗ ӗҫлӗ. 7-шӗ - медицина учрежденийӗсенче, 2-шӗ следстви изоляторӗсенче. 

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова