Вӑл хатӗрлесе ертсе пынӑ кӑларӑмсем - Чӑваш радион ылтӑн ҫӳпҫинче

Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанин юбилейлӑ ҫуталӑкӗнче ҫавраҫулне паллӑ тӑвакан ӗҫтешсемпе те хаваспах паллаштаратпӑр. Ҫак кунсенче Чӑваш радиора 40 ҫул ырми-канми тӑрӑшнӑ Галина Вастрюкова 70 ҫул тултарчӗ. Вӑл хатӗрленӗ кӑларӑмсем эфирӑн ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ. 

Галина Вастрюкова Муркаш тӑрӑхӗнчи Матикасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Студент чухне "Мерчен" вокал ансамбльне юрлама явӑҫнӑ май, радиопа телевиденире пӗрре мар пулма тӳр килнӗ. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн 1978-мӗш ҫулта шӑпа ӑна Чӑваш радиона илсе ҫитернӗ. Ҫавӑнтанпа вӑл пӗр улшӑнмасӑр, мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех юратнӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ.

Чи малтанах Галина Витальевнана ял хуҫалӑх редакцине ӗҫе илнӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен ача-пӑча кӑларӑмӗсене йӗркелесе ертсе пыма шаннӑ. "Пучах", "Ӗҫ хӗрарӑмӗ", "Шӑнкӑрав", "Паллашӑр: вӗрентекен", "Тӑван тавралӑх", "Ӗмӗр сакки сарлака" кӑларӑмсем радио итлекенсен кӑмӑлне тӳрех ҫавӑрнӑ. 40 ҫул хушшинче тем тӗрлӗ ҫынпа та паллашма тӳр килнӗ. Вӗсен хушшинче пурнӑҫӗнче тарӑн йӗр хӑварнисем те сахал мар пулнӑ.  

Галина Вастрюковапа пӗрле ӗҫленисем ӑна ӑшӑпа ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Унӑн ӗҫченлӗхӗ, тараватлӑхӗпе ырӑ кӑмӑлӗ ыттисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пулнине палӑртаҫҫӗ.  

Хӑйӗн кӑларӑмӗсенче Галина Витальевна ӗҫ ҫыннин кун-ҫулӗ, ял хуҫалӑх аталанӑвӗ, ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗ, вӗрентекенсен ӑсталахӗ ҫинчен каласа панӑ. "Асанне юмахӗсем" передача малтанах эфира уйӑхра пӗрре тухнӑ пулсан, каярах ӑна эрнере пилӗк хутччен кӑларма пуҫланӑ. Асанне сӑнарӗнче Раҫҫей федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Вера Голубева пулнӑ. Кӑларӑма тата ытти паллӑ ҫынсем те хутшӑннӑ. Вӑл пуҫланасса радио приемник умӗнче пин-пин шӑпӑрлан чӑтӑмсӑр кӗтсе ларнӑ. Ача-пӑча передачисене час-часах шкул ачисене те явӑҫтарнӑ. Ҫавна май ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентнӗ.

Тивӗҫлӗ канура та Галина Вастрюкова алӑ усса лармасть. Ятарлӑ ҫар операци пуҫланнӑранпах салтаксем валли ҫӑм нуски ҫыхать. Пурӗ ҫак вӑхӑт хушшинче 60 ытла мӑшӑр хатӗрлесе ӑсатнӑ.  

Оксана Верликова, Игорь Ульянов, Виктор Степанов