Республикӑри суйлав комиссийӗн секретарӗ Олег Ефимов пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ тӑватӑ тӗрлӗ бюллетень пулать. Кашнине 905 пин те 700 экземпляр пичетлеҫҫӗ. Документсене законпа палӑртнӑ йӗркепе кӑлараҫҫӗ. Бюллетеньсене шурӑ хут ҫинче пичетлеҫҫӗ. Хӳтӗлев сеткин тӗсӗ ҫутӑ-кӑвак, симӗс, сарӑ тата ҫутӑ-хӗрлӗ пулма пултарать. Ку вара бюллетенӗн ушкӑнӗнчен килет. Политика партийӗсен ячӗсемпе эмблемисем мӗнле черетпе пулмаллине маларах палӑртнӑ. Пӗр мандатлӑ суйлав округӗсенчи кандидатсен ячӗсене вара алфавит йӗркипе вырнаҫтараҫҫӗ. Чӑваш Республикин суйлав комиссийӗ ку ӗҫ мӗнле пынине асӑрхасах тӑрать. Типографисенче ҫак тапхӑрта йӗрке хуралҫисем хурал тӑраҫҫӗ.
Ксения Потапова, Вадим Владимиров.








