Тӗп хулари 10 хутлӑ ҫурт стени ҫинче мурал ӳкерсе пӗтереҫҫӗ

Шупашкарти Шумилов урамӗнчи 28-мӗш ҫурт стенине ҫӗнӗ мурал илемлетӗ. Ӑна калӑплассипе Алексей Чернов ҫамрӑк ӳнерҫӗ тӑрӑшать. Пулас пысӑк ӗҫе халех хаклама пулать. 

Мурала республикӑри халӑхсен туслӑхӗн Ҫулталӑкне халалланӑ. Унӑн ячӗ - "Лаша - пӗрлӗх палли". Алексей Чернов ӳнерҫӗ ку ӗҫе Атӑл федераци округӗнче 7-мӗш хут иртекен "ФормАРТ" урамри ӳнер фестивалӗ валли хатӗрлет. Пурӗ унта 14 регионти ӑстасем хӑйсен ӗҫӗсемпе хутшӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, конкурсӑн онлайн сасӑлавӗ пуҫланнӑ та. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшчен пырать. Кашни кӑмӑл тӑвакан хӑйӗн сассине патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗ урлӑ пама пултарать. 

Малтанах Алексей 10 хутлӑ ҫурт ҫине проектӑрпа усӑ курса ӳкерчӗк эскизне тунӑ. Халӗ композицине сӑрласа илемлетес ӗҫ пырать. Ӳкерчӗк ҫинче мӗн ӗлӗкренех пур халӑх та сума сӑвакан чӗр чунсене - лашасене тата алран алла тытӑннӑ каччӑпа хӗре сӑнланӑ. Кӑшт аяларах урхамаха ӑшшӑн ыталанӑ чӑваш хӗрне курма пулать. 

Алексей Чернов "ФормАрт" конкурса иккӗмӗш хут хутшӑнать. Унӑн пирвайхи ӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн стенине илемлетет. Шупашкар урамӗсенче ӳнерҫӗн ытти ӗҫне те курма пулать. 

Оксана Верликова, Денис Афанасьев