Шыв транспорчӗн аталану ҫул-йӗрне ҫӗршыври форумра палӑртрӗҫ

Раҫҫей шайӗнчи анлӑ ӗҫ-пуҫ пӗрремӗш хут иртрӗ.  Шупашкара юханшыв ӗҫченӗсем, экспертсем, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем пухӑнчӗҫ. Икӗ кунта вӗсем чылай пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ. 

Пленарлӑ дискусси умӗн Раҫҫей транспорт министрӗ Андрей Никитин тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  отрасль ӗҫченӗсене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. Хисепе тивӗҫнисен йышӗнче  - Шупашкарти юханшыв портӗнче тӑрӑшакансем. Олег Николаев вӗсене регион экономикине аталантарас тата Атӑл тӑрӑх карапсем ҫӳретес ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн тав турӗ.

Форумӑн пленарлӑ ларӑвӗнче Андрей Никитин тӗп тӗллеве палӑртрӗ - юханшыва чукун ҫул, автомобиль тата тинӗс ҫулӗсемпе  ҫыхӑнтарасси. Ҫакна валли Раҫҫей транспорт министерстви 2035-мӗш ҫулчченхи аталану концепцине хатӗрлет. Документра транспортпа экономика шайлашӑвне, тавар хучӗсене электронлӑ майпа туса пырассине, специалистсене хатӗрлессине, гидротехника сооруженисен хӑрушсӑрлӑхне тимлӗх уйӑрӗҫ. Форума ирттерме Шупашкара суйласа илни ӑнсӑртран мар. Чӑваш Ен юхан шыв тӑрӑх тиев турттарассипе, пассажирсене илсе ҫӳрессипе ыттисемшӗн тӗслӗхлӗ регион пулнине палӑртрӗ Андрей Никитин министр. - Тӗллевсем вара тата пысӑк, - терӗ регион ертӳҫи Олег Николаев.  

Пленарлӑ лару хыҫҫӑн Андрей Никитин министр юханшыв портӗнче 10 ҫул ытла  Шупашкар пристанӗн ертӳҫи пулнӑ Анатолий Богоявленский ячӗпе лартнӑ стелӑна уҫма хутшӑнчӗ.

Екатерина Фомина, Антонина Капитонова, Виктор Степанов