Раҫҫейри радиопа телевидени сигналне саракан тытӑма йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитрӗ

2001-мӗш ҫулта ҫӗршыв президенчӗн Владимир Путинӑн Указӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейри 79 радиотелецентра, вӑл шутра Чӑваш Республикинчине те, пӗрлехи производствӑпа технологи комплексне пӗрлештернӗ. Ҫавра ҫула халалласа регионти филиалта савӑнӑҫлӑ пуху иртрӗ.

Радиопа телевидени сигналне саракан центр Чӑваш телевиденийӗпе пӗр вӑхӑтрах, 1961-мӗш ҫулта никӗсленнӗ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. 25 ҫул каялла вара вӑл РТРС йышне кӗнӗ. Уяв ячӗпе саламлама Республикӑри цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Екатерина Грабко килсе ҫитрӗ. Хӑнасене чи малтан центр ӗҫӗ-хӗлӗпе, телевиденипе радио сигналне республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан халӑх патне туллин те чӑрмавсӑр ҫитерес енӗпе мӗнле ӗҫсем тунипе паллаштарчӗҫ. Регионти центр ӗҫӗ-хӗлне ҫӗршыв президенчӗ Владимир Путин та пысӑка хурса хакланӑ. Унӑн Указӗпе килӗшӳллӗн, предприятие Хисеп орденӗпе наградӑланӑ. Паянхи куна центрта 100 яхӑн ҫын вӑй хурать. Вӗсем регионта пурӑнакансен 99 процентне теле- тата радио хыпарлавпа тивӗҫтереҫҫӗ. Юбилей ячӗпе ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳ тунисене патшалӑх тата ведомство наградисене парса чысларӗҫ. 

Оксана Верликова, Игорь Ульянов