Чӑваш Енре телекурав тата радиохыпарлав историйӗ шӑпах пирӗн компанирен ҫырӑнма пуҫланӑ. Вун-вун ҫул республикӑри куракансемпе итлекенсем патне тӗрӗс информацие вӑхӑтра та пуринчен малтан илсе ҫитерессипе тӑрӑшатпӑр. Пирӗн ушкӑн йышлӑ та туслӑ. Пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫлени пахалӑхлӑ материалсем хатӗрлесе эфира кӑларма май парать. Халӑха хумхантаракан ыйтусен вӗҫне-хӗрне тупни, ахаль ҫынсем хушшинчех хӑйне евӗрлӗ геройсене асӑрхаса вӗсен кун-ҫулӗпе паллаштарни час-часах журналистсемпе операторсен, режиссерсемпе редакторсен пӗрлехи ӗҫӗ ҫӗршыв, Тӗнче шайӗнчи хака тивӗҫет.
Чи курӑмлӑ ҫитӗнӳсенчен пӗри - Пӗтӗм Раҫҫейри "Голос Евразии" фестивальте Маргарита Львова радиожурналист ӗҫне Гран-при парса хаклани. Хамӑр телерадиокомпани те ҫулран-ҫул ҫӗнӗ проектсем пуҫарать, конкурссем ирттерет. Кӑҫал, сӑмахран, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернине халалланӑ "Россия голосами детей" пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Конкурса тӗрлӗ регионтан 200 ытла ӗҫ килсе ҫитнӗ.
Журналистсен ӗҫӗ кӑсӑклӑ та яваплӑ. Кашни кунах регионӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитсе тӗрлӗ темӑпа сюжетсем ӳкереҫҫӗ. Ака-суха ӗҫӗ-и, медицинӑри ҫӗнӗлӗхсем-и е ҫуртсене юсас ӗҫри чӑрмавсем... Корреспондентӑн кирек епле тытӑмри уйрӑмлӑхӗсене, йӗркене пӗлсе тӑмалла, куракан е итлекен патне ҫӑмӑл чӗлхепе, кӗскен те ӑнланмалла илсе ҫитермелле. Хыпарсемсӗр пуҫне телевиденипе радиора тӗрлӗ кӑларӑм та сахал мар. Вӗсенче регион аталанӑвӗшӗн яваплӑ тӗрлӗ проект епле пурнӑҫланни ҫинчен, хӑйсен ӗҫӗнче чыс-хисепе тивӗҫнӗ ентешсем пирки, ытти тема мала тухать. Республика тулашӗнчи чӑвашсен, аякри тӑвансен кун-ҫулӗ те пирӗн эфирта.
Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче нумай ҫул ӗҫлекенсем те пур, ҫамрӑк специалистсене те яланах хапӑл. Умра вара ҫӗнӗ те пысӑк тӗллевсем, проектсем. Малашне те кулленех сенкер экран умӗнче пуҫтарӑнакансен, радиоприемника тимлекенсен шанӑҫне тӳрре кӑларса пырасчӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов