Хваттер туянма е ҫурт тума пулӑшу

18 ҫул тултарман 7 е ытларах ача ӳстерекен мӑшӑрсене пурӑнмалли майсене лайӑхлатма - ятарлӑ сертификат. Хваттер туянма е кил-ҫурт хӑпартма патшалах уйӑракан укҫана республикӑра 30 ытла ҫемье илме пултарать. 

Татьянапа Андрей Суховсен пысӑк ҫемйи пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте 16-мӗш ҫул пурӑнать. Ҫак вӑхӑтра йыш хушӑнса пынӑ. Халь ҫемьере 6 хӗрпе пӗр ывӑл. Чи кӗҫӗннисем йӗкреш - Анисияпа Анфия икӗ ҫула ҫывхараҫҫӗ. Аслисем вӗсене пӑхаҫҫӗ, ыррипе усаллине уйӑрма вӗрентеҫҫӗ. Ӳснӗҫемӗн ачасемшӗн килте хайсен уйрӑм кӗтес пулни пӗлтерӗшлӗ. Патшалӑх панӑ сертификатпа Суховсем пысӑк ҫурт хӑпартма, унта кашни валли уйрӑм пӳлӗм туса пама ӗмӗтленеҫҫӗ. Суховсем Муркаш районӗнчи Ярапайкассинче пурӑнаҫҫӗ. Ҫуртпа пӗрле вите-хуралтӑ ҫавӑрма палӑртать мӑшӑр. Выльӑх-чӗрлӗх тытни ҫемьешӗн пысӑк тӗрек. Строительство министрӗ Павел Данилов 4 ҫемьене сертификат пачӗ. 

Алена Артемкина, Людмила Майкова, Вадим Владимиров