Чӑваш радио ҫулӗсемпе аслӑ пулин те, чылай итлекеншӗн вӑл тахҫанах чун уҫҫи, тӗп хыпарлавҫӑ пулса тӑнӑ. Хӑшӗ-пӗри вара унпа нумай ҫул тачӑ ҫыхӑну тытать. Вӗсен йышӗнче - республикӑри тӗрлӗ пӗрлешӳ те. Чӑваш патшалӑх истори архивӗ пулӑшнипе кашни уйӑхрах "Чӑваш Ен историйӗ" кӑларӑм тухса пырать. Унта архив ӗҫченӗсем радио итлекенсене тӗрлӗ документпа паллаштараҫҫӗ.
Хӑнасем тӳрӗ эфирти калаҫӑва хутшӑнчӗҫ, хӑйсемпе ҫывӑхрах паллаштарчӗҫ. Ҫавӑн пекех радио ӗҫӗ-хӗлӗ пирки нумай ҫӗннине пӗлчӗҫ. Кашни кун пирӗн ӗҫтешсем 2 чӗлхепе хыпарсен 8 кӑларӑмне хатӗрлеҫҫӗ, республикӑра мӗн пулса иртнине пӗлтерсе тӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Чӑваш радио эфирӗнче тӗрлӗ тематикӑллӑ передачӑсем тухаҫҫӗ - пурӗ 60 ытла. 100 ҫул тултарнине халалласа ҫӗнӗ кӑларӑмсем те эфира кӗртсе пыраҫҫӗ.
"Чӑваш радио" йӑла-йӗркене тытса пыракан, ҫав вӑхӑтрах паянхи кунпа тан утакан массӑллӑ информаци хатӗрӗ. Кӑларӑмсене эфирта, интернетра итлеме кӑна мар, курма та пулать. Студире мӗн пулса иртнине тӳрремӗн сӑнама май пур. Чӑваш радио темиҫе ФМ-хумпа калаҫать, пралуклӑ хыпарлав та малтанхиллех ӗҫлет, телевизорпа та юратнӑ хумсене тупса итлеме пулать. Экскурси пухӑннисемшӗн ҫав тери кӑсӑклӑ пулчӗ.
Хӑнара пулнӑ май радио тусӗсем пӗтӗмӗшле компани ӗҫӗ-хӗлӗпе те хаваслансах паллашрӗҫ: ыйтусем пачӗҫ, сӑн ӳкерӗнчӗҫ. Ҫак кун вӗсемшӗн уяв пекех пулчӗ. Кӑларӑмсене хастар хутшӑнакансене пурне те тав хучӗсем парса чысларӗҫ, малашне те ҫыхӑну ҫирӗп пулассине шаннине палӑртрӗҫ.
Диана Сафонова, Денис Афанасьев








