Шкул саккинченех професси алла илеҫҫӗ

Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекенсем электромонтажник - схемщик специальноҫӗпе паллашаҫҫӗ. Арҫын ачасенчен хӗрсем те юлмаҫҫӗ. 

Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумне яшсемпе хӗрсем ҫулталӑк ҫӳренӗ. Эрнере - пӗр хут. Теорисӗр пуҫне, схемӑсем ӳкерме, вӗсене пуҫтарма хӑнӑхнӑ. Тӗп хулари 5-мӗш гимназире вӗренекенсем хаваспах хушма уроксене хутшӑннӑ. Мӗн пӗлнине вара экзамен вӑхӑтӗнче ҫирӗплетрӗҫ.

Электромонтажник-схемщик профессийӗ халӗ электротехника тытӑмӗнче чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри. Ку специалтсем  питӗ кирлӗ. Кӑмӑл пулсан, шкул ачисене паянах ӗҫе илме хатӗр. Экзамена йышӑнакансем хушшинче предприяти ертӳҫисем те пур. Вӗсем яшсемпе хӗрсене асӑрхасах тӑраҫҫӗ. Вӗренӳ программине те призводство пуҫлӑхӗсемпе канашласа йӗркеленӗ.

Шкул ачисем ушкӑна пайланса ӗҫлерӗҫ. Кӗске вӑхӑтра схема пуҫтарса вӑл мӗнле ӗҫлени пирки каласа кӑтартрӗҫ. Вӗренекенсен сӑмахӗпе, уроксен усси куҫкӗрет. Мӗн пӗлни час-часах килте те кирлӗ пулма пултарать.

Комисси вӗренекенсен пӗлӳ шайӗпе кӑмӑллӑ юлчӗ. Электромонтажник-схемщик специальноҫе алла илнине ҫирӗплетекен сертификата кашниех тивӗҫ пулчӗ. Сӑмах май, шкул ачисем ытти енпе те хушма пӗлӳ илме пултараҫҫӗ - инженертан пуҫласа медицина ӗҫченӗ таранах.

Вероника Павлова, Игорь Ульянов