Пĕтĕм пурнăçĕ радиопа тата телевиденипе çыхăннă

Чăваш радиопа телевидени ветеранĕ Венера Большова 80 çул тултарчĕ. Куçаруçăран пуçласа комитет пуçлăхĕ таран ӳснĕ вăл. Вăй-хăватне, ăсталăхне пĕтĕмпех юратнă ĕçе халалланă.

Александр Осипов, Зинаида Паршагина, Виктор Степанов

Вăрçă хыççăнхи йывăр саманан тумхахлă çулĕпе утнă хĕр Педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă та ытти çамрăксем пекех радиона ăнсăртран лекнĕ, мĕншĕн тесен, кун пек ĕçе тĕллев лартсах килсе кĕме ансат мар. Пĕрремĕш материал пир-авăр комбиначĕ çинчен пулчĕ, аса илет Венера Петровна.

Венера Большовашăн чи хаклă ĕç - çамрăксен «Ăраскал» радиопрограмми. Çитес çул ăна пуçарса янăранпа çур ĕмĕр пулать. Темиçе ăру çак кăларăмпа пĕрле ÿссе çитĕннĕ.

Хисепленĕ кăна мар, нумайăшне пулăшма та вăй çитернĕ «Ăраскал» редакторĕ. Каярахпа вăл телерадиокомитет председателĕ таран ӳснĕ. Пĕрле ĕçленисем Венера Большова ĕç мелĕпе йĕркине паян тĕрлĕрен хаклаççĕ. 1991-мĕш çулта çĕршыв экономикипе идеологийĕ тĕпрен улшăннă самантра вăл нимрен хăрамасăр çĕнĕ йĕркене хирĕçленĕ. Парăнасшăн пулманнипех ăна ĕçрен кăларса янă. Пултаруллă çынсем çĕнĕ влаçа та кирлĕ — пилĕк çултан Венера Большова юратнă коллектива таврăннă. Ĕçре уншăн чăвашлăхпа тăван культурăна аталантарасси малти вырăнта пулнă: литература тата музыка кăларăмĕсем, телепоэма, ӳнер çинчен калаçусем. Радиопа телевидени Венера Большова ăнланăвĕпе — информаци хатĕрĕ кăна мар, вăл куçпа курма май паракан архив та, тăван искусствăна аталантармалли меслет те. Çавăнпа вăл çамрăксене: «Вĕттĕн тусан асра юлмасть, фондра хăвармалăх тумалла»,- тесе вĕрентет. Венера Большова пултаруллă журналист кăна мар, сăвăç та. Ун хайлавĕсемпе чăваш композиторĕсем юрăсемпе пысăк калăпăшлă произведенисем çырнă.

«Ăраскал» - телейлĕ шăпа, тет Венера Петровна. Ĕçе юратнипех вăл ăраскаллă пулнă.