29 мая 2017 06:50   5°   $56,76 €63,67

20.04.2017 19:25

Шупашкара Хĕл Мучи таврăннă

Чăваш Енре паян кунĕпех çил-тăман алхасать. Тавралăх çĕнĕрен кăпăшка юрпа витĕнни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Çула тухакансемшĕн вара çакă чăн-чăн чăрмав. Кĕрт хӳсе лартнипе нумай çĕрте транспорт чарăнса ларнă, чылай çын ĕçе юлса çитнĕ.

Алексей Енейкин, Михаил Солин

Ака уйăхĕнче пулакан ахăр çанталăка халăхра курак çил-тăманĕ теççĕ. Çак вăхăтра тăрук сивĕтнипе хăш-пĕр чĕпĕ пусма ларнă кайăксен çăмартисем шăнса пăсăлаççĕ. Çапла, çанталăк кураксен шутне те йĕркелет имĕш – ытлашши ĕрчесе каясран чарать мĕн. Хальлĕхе вара кайăксенчен ытла çынсем шар кураççĕ. Çулсене юр хӳсе лартнăран çуллахи кустăрма çине куçнă машинăсем хĕл тыткăнне лекрĕç. Чылай водитель тимĕр учĕсене кил картинчех лартса хăварнă.

Ĕçе васкакансем паян ятарласа иртерех çула тухнине калаççĕ. Çавах та палăртнă çĕре пурте вăхăтра çитеймен. Транспорт йĕркеллĕ çӳрейменнине пула çынсем çуршар сехет чарăнусенче тăма лекрĕ теççĕ. Пĕр-пĕр автобуса е троллейбуса кĕтсе илсен те пассажир нумайран, транспорт ăшне вырнаçайманнисем пулнă.

Хула урамĕсене тирпейлекенсем паян тул çутăличченех ĕçе пуçăннă. Çавах та çулсем юрпа тулсах пыраççĕ. Шупашкар администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, урамсенче юр тасатакан 97 техника тата пин те пилĕкçĕр çын ĕçлет.

Интернетра халĕ çынсем Шупашкар урамĕсене телефонпа ÿкернĕ видео нумай. Пĕрисем автобус тĕкеççĕ, теприсем юр ăшĕнчен машина тухма пулăшаççĕ тата ытти те. Çил-тăмана пула аэродромра самолетсем вахăтра рейса тухайман. Вĕренӳ министерствин йышăнăвĕпе шкул автобусĕсене çӳреме чарнă. Вокзалсенче вара 117 рейса урăх вăхăта куçарнă. Хусан, Чулхула, Чĕмпĕр тата Саранска каймалли автобуссене çула кăларман. Апла пулин те тĕп хулара регистрациленĕ аварисем кăна 40 яхăн пулнă.

Çул-йĕр инспекторĕсем çуран çӳрекенсене те асăрхануллă пулма сĕнеççĕ. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, республикăна йĕпе юр икĕ кунлăх килнĕ. Çулсем пăрлак пулаççĕ.