27 марта 2017 19:34   0°   $57,02 €61,96

09.01.2017 18:51

Вĕсене сивĕ те, йывăрлăх та хăратмасть

Хĕллехи спортăн Шупашкарти центрĕнче ветерансем ăмăртрĕç. Республика Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕр çине 138 çын тăчĕ.

Мария Николаева, Вячеслав Ильин

Чăваш Енре хĕллехи спортпа кăсăкланакансен йышĕ çуллен нумайланса пырать, çавна май ăмăртусен сумĕ те ÿсет. Спорт ветеранĕсем çĕршыв шайĕнче те пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Çакнашкал уявсене вĕсем кĕтсех тăраççĕ. Хастарсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ, çамрăксене спортпа туслаштараççĕ. Паха пуçарăва Республика Пуçлăхĕ те ырларĕ.

- Çанталăк сивĕ пулсан та, хаклă ветерансем килнĕ çак ăмăртăва. Вĕсем хăнăхнă хăйсене кăтартма. Кăмăл-туйăмĕ çирĕп пулнă май, йĕлтĕр çине тăрса тĕрлĕ дистанцие чупса хăйсен пултарулăхне кăтартса савантарчĕç, - терĕ Михаил Игнатьев.

Ăмăртăва Чăваш Енри тĕрлĕ хулапа районти, Мари республикинчи, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи, Мускаври спортсменсем хутшăнчĕç. Арçынсем 5, хĕрарăмсем 3 çухрăм парăнтарчĕç. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, медальсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Чи аслисене - 66 çулти Мария Семеновапа 76 çулти Николай Шумилова уйрăммăн палăртрĕç.