24 ноября 2017 21:36   -4°   $58.46 €69.18

30.12.2016 12:11

Çĕнĕ çула – çĕнĕ клубра

Елчĕк районĕнчи тӳскелсем çĕнĕ çула çĕнĕ клубра кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Ытти ялта та уяв асра нумай юлтăр тесе тăрăшаççĕ.

Алексей Енейкин, Александр Яковлев

Елчĕк çумĕнче вырнаçнă Тӳскел ялĕ пуçаруллă та хастар çынсемпе паллă. Тăрăшуллă ял-йыш пĕлтĕр кăна çĕнĕ чиркӳ лартнăччĕ. Кăçал вара вĕсем хăйсен вăйĕпех хăтлă та илемлĕ культура çурчĕ туса хунă. Никам та айккинче юлман.

Çĕнĕ çуртра халĕ тӳскелсем çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ. Кашни кунах пухăнса юрă-ташă вĕренеççĕ. 4 çул клубсăр пурăнса ывăнтăмăр теççĕ.

- Пирĕн ял клубĕ кивĕрехчĕ те, ăна пăснă хыççăн ниçта та юрласа ташламалли вырăн юлмарĕ. Çавăнпа эпир урамра та, бригада çуртĕнче те, таçта та юрласа çӳрерĕмĕр. Пĕр праçнике те эпир ял халăхĕпе савăнмасăр ирттерсе яман, - тет Зинаида Ермолаева.

Кашни ялтах халăх уява хатĕрленет. Пӳрт умĕсене юртан тунă кӳлепесемпе, çĕнĕ çул паллисемпе илемлетнĕ, чăрăшсем лартса капăрлатнă. Урамсенче вара янравлă савăнăç сасси илтĕнсе тăрать.
Патреккелте пурăнакансем те çĕнĕ çула ял-йышпа, тус-тăвансемпе кĕтсе илеççĕ. Авалтан пыракан йăла-йĕрке кунта яланах хисепре. Çуна тулли халăх пурне те уява йыхравлать.

Ял урамĕсем ача-пăчапа тулли. Хĕл сиввине пăхмасăрах пĕрисем каток çинче конькипе чупаççĕ, хоккейла выляççĕ, теприсем тăвайккинчен çунашкапа ярăнаççĕ.

Ялта халĕ те ĕлĕкхилле пăрлă çунашкапа ярăнаççĕ. Патреккелсем ăна «Пăрала» теççĕ. Аслисем ачасем валли ятарласа хатĕрлеççĕ.
Геннадий Борисов, ялта пурăнакан

- Эпир пĕчĕккĕ чухне çав пăралапа ярăнаттăмăр. Мĕншĕн тесен укçа-тенкĕ пулман, çунашкасем пулман, - аса илет Геннадий Борисов.
- Эпир ачасемпе пухăнса йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăнма юрататпăр. Халь хĕлле час тĕттĕмленет, каçпа эпир ним пăхмасăр ярăнатпă, - тет Инесса Палашкина.

Çĕнĕ çул - чи кĕтнĕ уяв. Пурне те вăл телей тата ăнăçу илсе килтĕр.