Ҫутӑ ӗмӗтсемпе тулнӑ юрӑ-ташӑ

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Мӑн кун концерчӗ иртрӗ. Ӑна Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗпе Чӑваш Республикин культура министерстви йӗркеленӗ. Пысӑк уяв куракансене те, сцена ҫине тухакансене те хавхалантарчӗ.

Концерт пуҫланиччен Христос чӗрӗлнӗ ятпа пухӑннисене Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий саламларӗ, пурне те пӗрле пулма, ырӑ ӗҫсем тума пехиллерӗ.

Концерта тӗрлӗ хулапа округри ушкӑнсем, уйрӑм юрӑҫсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсен йышӗнче профессионал артистсем те, сцена ҫинче пӗрремӗш утӑм тӑвакансем те пулчӗҫ. Аслисемпе танах ачасем те хавхаланса пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Программӑра чиркӳ тата тӑван ҫӗршыв ҫинчен хайланӑ юрӑсем, ташӑсем пулчӗҫ.  
Куракансен йышӗнче те аслисем те, ачасем те пурччӗ. Мӑнкун концертне пурӗ 600 яхӑн куракан пухӑннӑ. Вӗсем таса та ҫутӑ уявран хавхалану илчӗҫ.


Надежда Александрова, Андрей Шоклев