Кашни ветеран ячӗпе уйрӑм парад

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин кашни ветеранне пысӑк тимлӗх уйӑрасси - хальхи ӑрӑвӑн тӗп тивӗҫӗ. Ҫак тӗллевпех Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Алшик ялӗнче пурӑнакан Василий Иванов тата Элӗк тӑрӑхӗнчи Чулкаҫри Андрей Аркадьев ветерансен килӗсем умӗнче парадсем иртрӗҫ. 

Ҫанталӑка пӑхмасӑрах Василий Иванов килӗ умӗнче уяв кӗрлерӗ. Ҫак кун пур салам та ун ячӗпе янӑрарӗ. Василий Иванович 98 ҫулта. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул вӑл 15 тултарнӑ. 17-ре вара фронта тухса кайнӑ. Ҫӗнтерӳ кунне 100 ҫула ҫывхаракан ветеран нихӑҫан та манмасть. Вӑл яланах унӑн асӑнче. 

Василий Иванович халӗ ачисемпе, мӑнукӗсемпе тата кӗҫӗн мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать. Ҫӗнтерӳ кунӗ вӗсен ҫемйинче чи пӗлтерӗшлӗ те сумлӑ уяв шутланать. Вӑрҫӑн синкерлӗ тапхӑрӗ пирки фронтра пулнӑ паттӑр хӑй каласа пама пултарни уйрӑмах сумлӑ. 

Элӗк тӑрӑхӗнчи Андрей Аркадьев килӗ умӗнче те чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Оркестр марш кӗввисене шӑрантарнӑ май, парада хутшӑнакансем Ҫӗнтерӳ ялавне йӑтса утрӗҫ. Майӑн 9-мӗшӗ - ветеранӑн тӗп уявӗсенчен пӗри. Вӑрҫӑ тухнӑ чух вӑл 19 ҫулти каччӑ пулнӑ. Тӑшмана хирӗҫ Ҫурҫӗр Кавказра ҫапӑҫнӑ. Икӗ хут йывӑр аманнӑ. Хӑюлӑхшӑн тӗрлӗ орден-медале тивӗҫнӗ. 

100 ҫулти ветеран хӑйне аван туять. Унпа юнашар 76 ҫул алла-аллӑн юратнӑ мӑшӑрӗ - Нонна Семеновна. Вӗсем виҫӗ ачана пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Халӗ пилӗк мӑнукӗпе икӗ кӗҫӗн мӑнукӗ хӑйсен тимлӗхӗпе ӑшшине парнелеҫҫӗ. Ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пӑхмасӑрах Андрей Аркадьевича саламлама пӗтӗм ял халӑхӗ пуҫтарӑнчӗ. Ветеран пурӑнакан урам уяв кӑмӑл-туйӑмӗпе тулчӗ. 

Оксана Верликова, Дарья Ананьева, Святослав Петров