чувашский выпуск

Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсем, поварсем шкул апатланӑвӗпе ҫыхӑннӑ пысӑк семинарсене хутшӑнчӗҫ. Ӑсталӑх сехечӗсемпе лекцисем каникул вӑхӑтӗнче иртрӗҫ.

15-16 ҫулти ҫамрӑксем республика шайӗнчи наградӑсемшӗн тупӑшрӗҫ. Роспотребнадзор ыйтнипе куракансем трибуна ҫинче пулмарӗҫ, апла пулин те атлетсен кӑмӑлӗ хуҫӑлмарӗ.

Вулав ӑмӑртӑвне автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Талӑкне кунта 100-е яхӑн ҫынна пулӑшма пултараҫҫӗ. Патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсемпе "пӗр чӳрече" мелӗпе тивӗҫтереҫҫӗ.

Пысӑк тухӑҫлӑ тата паха ҫӗр улми ӳстерес тесен мӗн тумалла? Ҫак ыйтӑва республика ертӳҫи ял хуҫалӑх министрӗпе тата иккӗмӗш ҫӑкӑра ӳстерекен хуҫалӑхсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе яврӗ.

Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Алексеев Арктикӑра пысӑк экспедицире пулчӗ. Вӑл шыравҫӑсен ушкӑнне ертсе пынӑ.

Кӗтменлӗх пулман, пукансене ку таранччен ҫак ӗҫе пурнӑҫласа пынисемех йышӑннӑ.

Ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑк Оперӑпа балет театрӗнче старт илчĕ. Унта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп чавнӑ ветерансене те йыхравланă. Хаяр ҫапӑҫусенче пуҫ хунӑ салтаксемпе тылра хӗн курнисене асӑнса пухăннисем пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

Ҫак ӗҫ-пуҫа ҫӗршывӗпе пурӗ 5 миллиона яхӑн ҫынна явӑҫтарма палӑртнӑ. Шупашкарти 24-мӗш шкулта вӗренекенсем те ҫак акцие хутшӑнчӗҫ.

Регионти Сывлӑх сыхлавӗн министерствин кӑтартӑвӗпе коронавирусран Чӑваш Енре 8 пин те 200 ҫын сывалнӑ. Вӗсенчен ҫуррине малалла сиплемелле.

Вырӑнти влаҫ республикӑн 2 пин те 35-мӗш ҫулчченхи ҫул-йӗрне палӑртать. Ку тӗллевпе Правительство социаллӑ-экономика аталанӑвӗн программине хатӗрлеме пуҫланӑ.

Унта сусӑр тата сывлӑхӗ тӗлӗшӗнчен хавшак шкул ачисемпе студентсем хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслеҫҫӗ.

Монумента Куславкка районӗнче вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Шӑпах Атӑл енчи окопсем ҫӗршыва тӑшманран хӳтӗлемелли юлашки чикӗ шутланнӑ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче "Шуйттан чури" спектакль премьери пулчӗ. Ӑна Ухсай Яккӑвӗн хайлавӗ тӑрӑх Наталия Сергеева режиссёр лартнӑ.

"Эреш" орнамент-фест ятпа иккĕмĕш хут йĕркеленĕ чӑваш тĕррин пысӑк уявӗ икĕ куна пычĕ. Тӗрӗ музейӗнче иртрӗ вăл.

Халӑх кӑмӑллакан вырӑн татах та илемленӗ. Юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Тӳремре йывӑҫ-тӗм лартаҫҫӗ.

Хӑйсен профессине чунпа парӑнса нумай ҫул ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсене Правительство ҫуртӗнче чысларӗҫ.

Шупашкарти ача-пӑча реабилитаци центрӗ 10 ҫул ӗнтӗ Атӑл тӑрӑхӗнче хавшак сывлӑхлӑ ачасене пулӑшакан экспериментлӑ лаптӑк шутланать. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме унта пӗтӗм май пур.

Чӑваш хӗрӗсем "Раҫҫейӗн пӗчӗк мисӗпе мистерӗ" конкурсран икӗмӗш ҫул ҫӗнтерӳпе таврӑнаҫҫӗ. Хальхинче Гран-прие Шупашкарти 1-мӗш гимназире вӗренекен Арина Авксентьева тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енри ресторансемпе кафесенче кальян туртма чарнӑ. Ҫакна Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе коронавируса сарӑлма парас мар тесе йышӑннӑ.

Интернет-проект про перемены — к лучшему. Дизайн, переделка, перестановка, тестирование материалов для ремонта и умных гаджетов. Съемки в реальных условиях с людьми, экспертами и котиками.

Проект ГТРК «Чувашия» посвящен 75-летию Великой Победы. Собран из цикла сюжетов и роликов, которые журналисты компании готовили совместно с нашими зрителями и пользователями соцсетей компании. Это наш общий проект и общий праздник.

К юбилейной дате - 100-летию образования Чувашской автономной области, ГТРК "Чувашия" создает цикл роликов о важнейших вехах становления республики.