чувашский выпуск

Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ вӗҫленчӗ

Эрне тӑршшӗпех куракансем тӗрлӗ чӗлхепе янӑракан спектакльсене хаклама пултарчӗҫ. Вӑл шутра Мари ҫамрӑкӗсен театрӗ ҫӗнӗ ӗҫпе паллаштарчӗ. 

Пӗр аудиокӗнекере - 100 ытла хайлав 

Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки "Чӑваш Ен ҫыравҫисем - ачасем валли" электронлӑ вулавӑш хатӗрлесе ҫитерчӗ. Кунта текстсем кӑна мар, писательсем хӑйсем вуланӑ хайлавсем те. Ҫак кунсенче аудиокӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ.  

Кӑҫалхи 10 уйӑхра ултавҫӑсем республикӑра пурӑнакансенне 196 миллион тенкӗ вӑрланӑ 

Вӗсен серепине аслисем те, ҫамрӑксем те лекеҫҫӗ. Шупашкар хулинче кӑна 2 пин ытла преступлени шута илнӗ. 

Вӑрҫӑра пуҫ хунӑ салтаксен ячӗпе сумлӑ обелиск

Канаш районӗнчи Ушанар ялӗн масарӗнче пӗртӑван Игнатьевсене асӑнса хайне евӗрлӗ палӑк уҫрӗҫ. 

Йӗркене каллех ҫирӗплетме тивет

Республикӑра ачасемпе студентсене инҫет мелпе вӗрентме сӗнеҫҫӗ. 

Кӑкӑр шыҫҫине малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма май парать

Республика диспансерӗн онкологӗсем 5-мӗш ҫул ӗнтӗ куҫса ҫӳрекен комплекспа районсене тухса маммографи тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ. 

Шупашкарта коронавируса пула вӑхӑтлӑх ҫирӗплетнӗ йӗркене пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ятарлӑ хушӑвӗпе халӗ ҫӗрлехи кафесемпе ресторансен, барсемпе ытти заведенисен 23 сехет хыҫҫӑн ӗҫлеме юрамасть. Усламҫӑсем ҫак йӗркене пахӑнаҫҫӗ-и? Иртнӗ ҫӗрле хула администрацийӗ тата полици рейд йӗркелерӗҫ.

Республика ҫыннисем аптекӑра кирлӗ эмел тупаймаҫҫӗ

Яваплӑха туйса ӗҫлемелле, йывӑр лару-тӑруран тухас тӗлӗшпе вӑхӑта сая ямасӑр тивӗҫлӗ йышӑну тумалла. Ҫапла чӗнсе каларӗ аптека тытӑмӗсен ертӳҫисене Алла Салаева вице-премьер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура.

Хальччен пуҫтарнӑ пӗлӗве, пурнӑҫ ӑсне йӑлтах ачисене пама тӑрӑшаҫҫӗ

Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чакра пурӑнакан Николаевсен ҫемйи - ваттисен йӑли-йӗркине тытса пыракан кил-йыш. Вӗсен тӑватӑ ача. Халӑхӑмӑрӑн никӗсӗ ял тесе шутлакан ашшӗпе амӑшӗ ывӑл-хӗрне тӑван тӑрӑхрах хӑварасшӑн. 

Ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли  чăвашла çырнă чи лайӑх ал ҫырӑвӗсен авторӗсем паллӑ

Çакнашкал конкурс ҫулсеренех иртет.  Кăçалхи тупăшу 9-мӗш  пулчӗ. 

Ачасем валли хатӗрлекен вӗренӳ кӗнеки паха та кӑсӑклӑ пулмалла 

Чӑваш патшалӑх вӗрентӳ институтӗнче хула шкулӗсем валли чӑваш чӗлхипе литература  кӗнекисем хатӗрлесе кӑларас тата вӗсене федераци реестрне кӗртес пирки канашлу ирттерчӗç.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Уй Пилемӗчре  пурӑнакансем вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса палӑк лартрӗҫ  

Пархатарлӑ ӗҫре Чӑваш Ен Правительствин  пулӑшӑвӗ питĕ вырӑнлӑ пулнӑ.

Республикӑра пурӑнакансем коронавирус хӑрушлӑхӗ пирки манаҫҫӗ

Маска мӗншӗн тӑхӑнманнине ӑнлантарма хӑтланнин усси çук. Тӗнчипе сарӑлнӑ чиртен хӳтӗленмелли хатӗрсемсӗр ҫӳрекенсене малашне штрафлаҫҫӗ. 

Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем ӗҫтешӗсене фестивале йыхравлаҫҫӗ

Шупашкарта "Атӑл юмахӗ" фестиваль иртӗ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 16- мӗшӗнче пуҫланать те,  эрне пырать. Тӗрлӗ регионти 6 театр хутшӑнать унта. Фестивале коронавирусран  сыхланмалли йӗркесене пӑхӑнса ирттерӗҫ.

Инноваци проекчӗсене ӗҫре анлӑ усӑ курнӑшӑн гранта тивӗҫнӗ

Чӑваш Енри пӗлӳ ҫурчӗсене 200-шер пин тенкӗ грант парса чысланӑ.  Патшалӑх пулӑшӑвне 20 вӗренӳ учрежденийӗ илнӗ. Вӗсен йышӗнче - Вӑрнарти иккӗмӗш шкул.  

Сӑмахпа та асӑрхаттараҫҫӗ, штраф тӳлеттерме те пултараҫҫӗ

Чӑваш Енре усал чире сарӑлма парас мар тесе йышӑннӑ йӗркесем мӗнле пурнӑҫланнине ятарлă ушкӑнсем асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Халӗ вӗсем кашни районтах пур. Шупашкарта кӑна халӑх йышлӑ пулакан вырӑнсене кунсерен 11 ушкӑн  тӗрӗслет.

Муркашри Ҫӗнтӗрӳ паркне хӑҫан йĕркене кĕртсе çитерĕҫ-ши? 

Ҫак ыйту ку тӑрӑхра пурӑнакансене ҫур ҫул ытла канӑҫ памасть.  Кану вырӑнне хăтлӑх кÿме ҫу уйӑхӗнче пуҫланӑ, анчах ĕçе халĕ те вĕçлемен. 

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ  СССР халӑх артисчӗ Максим Михайлов ячӗллӗ опера фестивальне хатӗрленет 

Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланса 29-мӗшччен пыракан музыка уявӗ ҫинчен пресс-конференцине пухӑннисене театрӑн тӗп режиссёрӗ Максим Жучин, тӗп художникӗ Валентин Фёдоров тата балет ушканӗн тӗп ертӳҫи Данил Салимбаев каласа пачӗҫ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине вӗсем пӗр ҫемьерен пиллӗкӗн тухса кайнӑ

Пурте тӑшмана хирӗҫ танкист пулса ҫапӑҫнӑ. Сӑмах Вӑрнар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Зайцевсем пирки пырать. Вӗсен вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗ ҫинчен пире салтак ывӑлӗ Юрий Ильин каласа пачӗ.

Чӑваш Ен "Вкусы России" пӗрремӗш наци конкурсӗнче  хутшӑнать

Унта республика харӑсах темиҫе продукци тӑратнӑ. Вӗсенчен пӗри- шӑрттан. 

Все
Спецпроекты
"Мы в домике"

Интернет-проект про перемены — к лучшему. Дизайн, переделка, перестановка, тестирование материалов для ремонта и умных гаджетов. Съемки в реальных условиях с людьми, экспертами и котиками.

Наша Победа

Проект ГТРК «Чувашия» посвящен 75-летию Великой Победы. Собран из цикла сюжетов и роликов, которые журналисты компании готовили совместно с нашими зрителями и пользователями соцсетей компании. Это наш общий проект и общий праздник.

100-летие Чувашской автономии

К юбилейной дате - 100-летию образования Чувашской автономной области, ГТРК "Чувашия" создает цикл роликов о важнейших вехах становления республики.