чувашский выпуск

Чӑваш Енри педагог ҫӗршыв шайӗнчи "Ҫулталӑк преподавателӗ" конкурсран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ 

Шупашкарти Электромеханика колледжӗнче вӗрентекен Светлана Иванова "Професиллӗ дисциплинӑсем" номинацийӗн лауреачӗ пулнӑ.

Туслӑх ҫуртӗнче араб ҫыравҫин Асия Абдель Хадин "Юратупа ҫӑкӑр" кӗнекене пахаларӗҫ

Ӑна Палестина халӑхӗпе пӗр шухӑшлисен Пӗтӗм тӗнчери кунне халалларӗҫ.

Ҫӗр ҫулта иккӗ-виҫҫӗ ҫуралма пултаракан тӗлӗнтермӗш 

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей тата Чӑваш халӑх артисчӗн Нина Яковлеван ҫавра ҫулне паллӑ турӗҫ. 

Раҫҫейре ыра ӗҫ тӑвакансен кунне паллӑ турӗҫ

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене, килсӗр-ҫуртсӑр чӗр-чунсене,  тӑван тавралӑха пулӑшма хатӗр хастар Чӑваш Енре те чылай. Ҫак кунсенчех республикӑра  "Агровыбор" ятлӑ юхӑма пуҫарнӑ. 

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Надежда Воюцкая 60 ҫул тултарчӗ

Юбилей каҫне хӑна-вӗрле Чӑваш академи драма театрне пухӑнчӗ. 

Ҫитес вырсарни кун - Анне кунӗ

Уяв ячӗпе ача амӑшӗсене, асламӑш-кукамӑшне, ача кӗтекен хӗрарӑмсене саламлаҫҫӗ. Коронавирус чирӗ сарӑласран анлӑ ӗҫ-пуҫ  ирттермеҫҫӗ, инҫет мелӗпе йӗркелеҫҫӗ. 

Республикӑра 600 ытла ҫын коронавируспа чирленӗ хыҫҫӑн сывлӑхне ҫирӗплетнӗ

Сывлӑх сыхлавӗн министерствин кӑтартӑвӗпе, Чӑваш Енре ковидпа 11 пине яхӑн ҫын чирлесе ирттернӗ. Вӗсем сывалнӑ пулин те, инфекци чӗрене, ӳпкене, шӑмӑ сыпписене япӑх витӗм кӳме пултарать. Ҫавӑнпа пациентсене чылай чухне реабилитаци кирлӗ. 

ЧР культура училищи 75 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать

Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗ ҫул никӗсленӗ. Малтан вӑл библиотека техникумӗ шутланнӑ. 

6 пин тӑваткал метр савӑнӑҫ

Хӗлле Шупашкарта йӗлтӗрпе ярӑнмалли 14 ҫул тата 15 катокпа 25 хоккей коробки пулӗ. Хӑш-пӗр кану паркӗнче конькипе ярӑнма пуҫланӑ та. 

Паян - Чӑваш тӗррин кунӗ

Ҫак уява эпир кӑҫал пӗрремӗш хут паллӑ тӑватпӑр. Ӑна республика Пуҫлӑхӗн Хушӑвӗпе наци культурин паха еткерне упраса хӑварас тӗллевпе уявлама йышӑннӑ. 

Чӑваш Енре кӑҫал 29 миллион долларлӑх ял хуҫалӑх продукцийӗ чикӗ леш енне ӑсатнӑ 

Ку вӑл иртнӗ ҫултипе танлаштарсан 30 процент ытларах. Ытти ҫӗршывра пирӗн тӑрӑхра туса илекен аш-какая, сӗт-ҫӑва, пахча-ҫимӗҫе, ҫу паракан культурӑсене, пылака хапӑллаҫҫӗ. 

Вӗрентекенсем те, ачасем те ҫӗнӗлӗхе хатӗр

Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенче аслӑ классенче вӗренекенсем, ҫавӑн пекех студентсем виҫҫӗмӗш кун инҫет мелпе пӗлӳ пухаҫҫӗ. 

Чӑваш Енӗн сумлӑ ҫыннисемпе анимаци урлӑ паллаштарӗҫ

Шупашкарти мультфильм ӳкерекен студи Раҫҫей ҫамрӑкӗсен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен агентствӑн грантне тивӗҫнӗ. Ятарлӑ пулӑшупа усӑ курса пӳлӗм тара илнӗ, кирлӗ хатӗрсем туяннӑ. 

Ыран ҫут тӗнчене килекен пепкесем парнеллӗ пулӗҫ

Пӗрремӗш хут паллӑ тӑвакан чӑваш тӗррин кунне халалласа вӗсене эрешлӗ кипкесемпе тивӗҫтерӗҫ. 

Йывӑрлӑха лекнисене пӑрахмӗҫ

Строительство министерствинчи специалистсем пая кӗрсе хваттер туяннисемпе кашни эрнере тӗл пулаҫҫӗ.

Артистсемпе куракансемшӗн ҫӗнӗ вӑркӑш

Ҫамрӑксен театрӗнче регионсем хушшинчи "Атӑл юмахӗ" фестиваль вӗҫленчӗ. 

Шупашкарти 24-мӗш шкул патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫнӗ

Укҫӑ-тенкӗпе математика, технологи тата информатика кабинечӗсене ҫӗнӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерме, вӗрентекенсен пӗлӗвне ӳстерме  усӑ курӗҫ. Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн медиа-центр уҫма палӑртаҫҫӗ. 

Паян  Ардалион Игнатьев олимпиец ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ 

Ун умӗн пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Ардалион Васильевичӑн мӑшӑрӗпе тӗл пулчӗ. 

Тӗп хулара  нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене хӑтлӑлатасси малалла пырать 

Мускав  районӗнчи Пирогов урамӗнче те тӗп юсав хыҫҫӑн ҫӗнелнӗ лаптӑка йышӑнчӗҫ. 

Ҫӗрпӳ районӗнчи вӗренекен Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтерсе 1 миллион тенкӗ грант тивӗҫнӗ

Иван Иванов пӗтӗм Раҫҫейри "Аслӑ перемена" конкурсра ҫӗнтернӗ. Финал нумай пулмасть Артекра иртнӗ.  

Все
Спецпроекты
"Мы в домике"

Интернет-проект про перемены — к лучшему. Дизайн, переделка, перестановка, тестирование материалов для ремонта и умных гаджетов. Съемки в реальных условиях с людьми, экспертами и котиками.

Наша Победа

Проект ГТРК «Чувашия» посвящен 75-летию Великой Победы. Собран из цикла сюжетов и роликов, которые журналисты компании готовили совместно с нашими зрителями и пользователями соцсетей компании. Это наш общий проект и общий праздник.

100-летие Чувашской автономии

К юбилейной дате - 100-летию образования Чувашской автономной области, ГТРК "Чувашия" создает цикл роликов о важнейших вехах становления республики.