чувашский выпуск

Ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен тарифсем 5 тулли те 4 вуннӑмӗш процент таран ӳсме пултараҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енри конкурентлӑ политика тата тарифсен служби пӗлтерет.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ, паллӑ режиссёр Иван Иванов паян ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать. 65 тултаракан Чӑваш халӑх артисчӗ чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ аслӑ шкулта вӗренекенсене ӳнерпе тӑван культурӑн пуянлӑхне ӑнланма пулӑшать.

Унта ковидпа чирлекенсене сыватакан тухтӑрсем канса вӑй илме пултарӗҫ. "Радуга" культурӑпа курав центрӗ тата республикӑри Сывлӑх сыхлавӗн министерстви Президент гранчӗ пулӑшнипе социаллӑ проект хатӗрленӗ.

Кӑҫал Шупашкарти шкулсенче 15 каток тунӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансемшӗн тивӗҫлӗ майсем йӗркеленӗ.

Ӑна "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн "Аслӑ ӑру" программа пулӑшнипе хута ярӗҫ. Центра больница пулнӑ ҫуртра йӗркелеҫҫӗ.

2016-мӗш ҫултанпа ял хуҫалӑх потребителӗсен кооперативӗсене патшалӑх тӗрев кӳрет. Пирӗн республикӑра 14 пӗрлӗх гранта тивӗҫнӗ. Шупашкар районӗнчи "Деревенский дворик" кооператив та ҫак пулӑшупа усӑ курнӑ. Унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ.

Вакцинацие икӗ тапхӑрпа ирттереҫҫӗ. Чи малтан халӑхпа хутшӑнакансене прививка тума йышаннӑ - тухтӑрсене, социаллӑ тытамра ӗçлекенсемпе учительсене.

Ку документа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе хатӗрленӗ.

Ӑна регионти "Культурная среда" проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлама май килнӗ.

Ятӗнченех ӑнланма пулать, унта хальхи чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗрне хускатнӑ - ентешсем укҫа ӗҫлесе илме аякка тухса кайни. Чӑн та, ҫак социаллӑ темӑна кулӑш витӗр ҫутатнӑ. Фильм авторӗ тата режиссерӗ - Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Виктор Петров.

Вӗсем автомат салатса пуҫтарса, тӗл персе, туртӑнса тата 3 пин метра чупса ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ.

Зинаида Козлова ертсе пыракан ушкӑн чӑваш халӑхӗн юрри-ташшипе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тӗлӗшпе 35 ҫул ӗҫлет.

Ӑна хатӗрлекенӗсем Оперăпа балет театрĕн артисчĕсем.

Ҫавна май республикӑри шкулсенче те Паттӑрлӑх урокӗсем иртрӗҫ. Канаш районӗнчи Янкӑлч шкулӗнче вӗренекенсем хальхинче куҫа-куҫӑн мар пулин те хӑйсен ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Раҫҫей Геройне, авиацин генерал-лейтенантне Николай Гаврилова сумлӑ уявпа саламларӗҫ. Ентешӗпе вӗсем онлайн меслетпе ҫыхӑнӑва тухрӗҫ.

Ӗлӗкхи инструментпа калас ӑсталӑхпа паллаштарма ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен музыкантсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Ӑна ведомство 30 ҫул тултарнине халалланӑ. Пенси тытӑмӗн историйӗ, паллах, вӑрӑмрах. Ҫакна типтерлӗн упранакан документсем ӗнентереҫҫӗ.

Чӑваш Ен унта 10-мӗш ҫул хутшӑнать. Чӑваш митрополийӗ Культура тата Вӗренӳ министерствисем пулӑшнипе йӗркелекен ӗҫ-пуҫ кӑҫал халӑха ытти чухнехи пек йышлӑ пухаймасан та, Раштав вулавӗсен пӗлтерӗшӗ ӳссе кӑна пырать.

Ултӑ ачана пӑхма йывӑр-и? Ҫак ыйтӑва Шиловсен час-часах илтме тивет. Вӗсем хула тата республика шайӗнче иртекен конкурссене хутшӑнма хавас.

Кунти пӗр ҫуртра кашни уйӑхра тенӗ пек путвалсене каяш тулать. Хӑйсен нушипе хваттер хуҫисем ҫурта пӑхса тӑракан компанине те, хула администрацине те пӗрре мар ҫитнӗ, анчах йывӑрлӑха хӑҫан сиресси халӗ те паллӑ мар.

Вӗренӳ министерстви районсенче практикумсем ирттерет. Ун вӑхӑтӗнче Шупашкарти шкулсенче тӑрӑшакансем ялти ӗҫтешӗсене апат-ҫимӗҫе тӗрӗс упрама, документсене йӗркелеме вӗрентеҫҫӗ. Тӗп хулари 45-мӗш шкулти поварсемпе педагогсем Хӗрлӗ Чутай районӗнчи шкулсенче пулчӗҫ.

Интернет-проект про перемены — к лучшему. Дизайн, переделка, перестановка, тестирование материалов для ремонта и умных гаджетов. Съемки в реальных условиях с людьми, экспертами и котиками.

Проект ГТРК «Чувашия» посвящен 75-летию Великой Победы. Собран из цикла сюжетов и роликов, которые журналисты компании готовили совместно с нашими зрителями и пользователями соцсетей компании. Это наш общий проект и общий праздник.

К юбилейной дате - 100-летию образования Чувашской автономной области, ГТРК "Чувашия" создает цикл роликов о важнейших вехах становления республики.