чувашский выпуск

Республикӑри библиотекӑсен фончӗ кӑҫал 180 пин экземпляр кӗнекепе пуянланнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 10 хут нумайрах. Чӑваш Енри Культура министерстви ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗ.

Тӗлпулу ӑнланмалли сӑлтава пула видеоҫыхӑну мелӗпе иртрӗ. Пӗрремӗш ыйтусем те, шӑпах, усал вируспа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ пирки пулчӗҫ.

Республикӑра харӑсах виҫӗ газ автозаправки уҫӑлнӑ. Пӗрремӗшӗ - Куславкка районенчи М-7 трасса ҫинче, иккӗмӗшӗ - Шупашкар районӗнчи "Вятка" ҫул ҫинче, тата тепри - Шупашкарти Вӑрнара каякан шоссе ҫинче.

Кӳкеҫри Николай Марковпа Зинаида Громова туса лартнӑ ҫурт иртен-ҫӳрене таҫтан аякран илӗртет. 40 ҫул каялла ҫӗкленӗскер хӑнасене тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет - кунта картина галерейине лекнӗн туйӑнать.

Ҫӗнӗ ҫул уявне кӗтсе илме нумайӑшӗ килӗнче ёлка лартать. Лавккара халӗ темӗн тӗрлине сутаҫҫӗ пулин те, чӗрӗ чӑрӑша кӑмӑлакансем ҫав-ҫавах йышлӑн.

Хӗрле Чутайри "Пилеш" ача сачӗшӗн кӑҫалхи ҫул ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Кунта тӑрӑшакан Надежда Ладайкина "Раҫҫейри воспитательсем" конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ҫулталӑкри чи асамлӑ уявччен шӑп та лӑп эрне юлчӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Шупашкарӑн тӗп урамӗсенчен пӗринче Ленин район администрацийӗ ҫитес ҫул паллине вырнаҫтарать. Александр Жигарев ӑста кӑҫал та хула ҫынисем валли парне - вӑкӑр кӳлепине хатӗрленӗ.

Сумлӑран та сумлӑ ентешӗмӗре, Раҫҫейпе Европа ҫӗршывӗсенчи наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне тата паллӑ политика вӑл ҫур ӗмӗр ытла ӗҫленӗ Чӑваш Патшалӑх университечӗн спорт комплексӗнчен юлашки ҫула ӑсатрӗҫ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн залӗнче Алексей Айхипе "4 та 33" ушкӑнӑн концерчӗ иртрӗ. Алексей - тӗнчипе палӑрнӑ Геннадий Айхин ывӑлӗ.

Чӑвашсен паллӑ этнографӗ, философӗ, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканĕсенчен пĕри Гурий Комиссаров-Вантер ҫырса хӑварнӑ ӗҫсем малтанхи ӑсчахсен классика тӗпчевӗсемпе пӗр шайра. Анчах та вӗсен тулли пуххисене нумай пулмасть кӑларма тытӑннӑ.

Ҫитес ҫул республикӑри 10 шкулта инженери класӗсем уҫӑлмалла. Ҫак ӗҫе Чӑваш патшалӑх университечӗпе тата электротехника предприятийӗсемпе пӗрле йӗркелеҫҫӗ. Кун пирки вӗренӳ министрӗ Алла Салаева журналистсемпе иртнӗ тӗл пулура каласа кӑтартрӗ.

Ҫак программӑна йышӑннӑранпа кӗҫех ҫулталӑк пулать. Паянхи кун тӗлне ҫӑмӑллатнӑ йӗркепе кивҫен укҫана регионти 700-е яхӑн ҫын илнӗ. Тепӗр 420 ытла заявкӑна халӗ банкра тишкереҫҫӗ.

Вӑрнар районӗн парӑмӗ пилӗк ҫул каяллах пухӑнма пуҫланӑ. Айӑпӗ камра тата мӗн тумалла? Лару-тарӑва уҫӑмлатас тӗллевпе Вӑрнара Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫитрӗ, унта вӑл канашлу ирттерчӗ.

Коронавирус пуррипе ҫуккине палӑртакан тест кӑтартӑвӗсене малашне интернетри ятарлӑ порталта вырнаҫтарӗҫ. Вӗсене тухтӑр кӑна мар, пациент та кӗрсе пӑхма пултарать.

«Стопкоронавирус» сайт кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн, пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра ковидпа чирлӗ 15 пин те 200 ытла ҫынна шута илнӗ.

Чаршав уҫӑличчен куракансене Хӗл Мучипе Юр пике саламларӗҫ. Асамҫӑ-асатте ачасем валли хальхинче хӑйнеевӗрлӗ парне - Ҫӗнӗ Ҫул юмахӗ илсе килнӗ.

Йӑлана кӗнӗ "Раҫҫей чӑваш пики" ӑмӑрту кӑҫал онлайн мелпе иртрӗ. Унта 23 чиперккерен пӗри, Канаш районӗнчи Чакаҫ хӗрӗ Анна Беллиева, тӗп парнене - тухьяна - тивӗҫ пулчӗ.

Тепӗр икӗ эрнерен вӑл 78 ҫул тултармаллаччӗ.

Чӑваш Енре ҫак ятпа акци пуҫланчӗ. Республикӑра пурӑнакансем шур халатлисене парнесемпе тата ырӑ сӑмахсемпе хавхалантараҫҫӗ.

Ӗне усракан 35 пин килти хушма хуҫалӑх кӑҫал патшалӑхран субсиди илчӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра чӗр тавар хакӗсем чакнине кура, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ял ҫыннине укҫан пулӑшма йышӑннӑ.

Интернет-проект про перемены — к лучшему. Дизайн, переделка, перестановка, тестирование материалов для ремонта и умных гаджетов. Съемки в реальных условиях с людьми, экспертами и котиками.

Проект ГТРК «Чувашия» посвящен 75-летию Великой Победы. Собран из цикла сюжетов и роликов, которые журналисты компании готовили совместно с нашими зрителями и пользователями соцсетей компании. Это наш общий проект и общий праздник.

К юбилейной дате - 100-летию образования Чувашской автономной области, ГТРК "Чувашия" создает цикл роликов о важнейших вехах становления республики.