чувашский выпуск

Шупашкарти Пӑр керменӗнче йӗркеленӗ кӗреке яланхи пекех пысӑк та тулӑх пулчӗ. Йăлана кĕнĕ тӑрӑх унта çитĕнÿсем тунă ĕçченсене, предприятисене чысларĕç.

Наци библиотекинче "Культура 2.0" уҫӑ лекторий иртет. Унта Питӗр хулинчен килнӗ специалистсем хутшӑнаҫҫӗ.

Ҫакӑн пек ятпа Чӑваш Енре ҫӗнӗ мультимедиллӗ издани кун ҫути курчӗ. Ӑна Истори архивӗнче пахаларӗҫ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн хуласемпе районсенче урамсемпе кил картишӗсене хӑтлӑлатаҫҫӗ. Ку енӗпе муниципалитетсем хушшинче чи хастаррисем - Вӑрнар, Канаш тата Красноармейски районӗсем. Патӑрьел тӑрӑхӗнче те строительство кал-кал пырать.

Куракансем "Поединок" спектакль хаклама пултарӗҫ. Ҫак постановка, тӗллевсем тата хальхи кӑткӑс майсенче мӗнле ӗҫлесси пирки театрта йӗркеленӗ пресс-конференцире каласа кӑтартрӗҫ.

Афалек Энтепе - чӑваш литературинче 70-мӗш ҫулсенче палӑрма пуҫланӑ сӑвӑҫ. Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ - темиҫе кӗнеке авторӗ.

Юлашки вӑхӑтра парксемпе кану вырӑнӗсенче хальхи йышши спорт лаптӑкӗсем йӗркелеме пуҫланӑ. Ҫакӑнта "Спорт- пурнӑҫ йӗрки" ҫӗршыв программин пĕлтерĕшĕ пысӑк.

Республикӑра ветерансене ҫӳреме пулӑшакан проект пурнӑҫланать.

Истори архивӗнче Чӑваш автономи облаҫӗн юбилейне халалланӑ издание пахаларӗҫ.

Кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунне тивӗҫлӗн паллӑ тума тӗнчере коронавирус алхасни чӑрмав кӳчӗ. Ҫитес ҫул халӑхпа пӗрле пуҫтарӑнса Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисен ячӗпе асӑну митингӗ ирттерме май килӗ-ши? Ҫак ыйту Муркашра пурӑнакансене халех пӑшӑрхантарать.

Республикӑра мӗн кӑсӑкли пуррине кӑтартма ҫак кунсенче ятарлӑ ҫулҫӳрев йӗркелерӗҫ.

Хӑшӗ-пӗрисенче секцисемпе кружоксем уҫӑлнӑ та ӗнтӗ, теприсенче вара заявленисем малалла йышӑнаҫҫӗ.

Кун пирки Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий хӑйӗн пӗрремӗш пресс-конференцийӗнче пӗлтерчӗ.

Республикӑра тӑлӑхсене тата нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине улшӑнусем кӗртнӗ. Социаллӑ хваттер туянмалли е ҫурт тумалли пӗр тӑваткал метр хакне ӳстернӗ.

Пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чакра шкул ишӗлсе аннипе пӗлӳ ҫуртне хупма тивни пирки эпир каласа панӑччӗ. Халӗ ялта ача сачӗ те ҫук.

Каҫал тӑрӑхне 5 районти хастар пуҫтарӑнчӗ. Вӗсем апат-ҫимӗҫ пӗҫерессинче, ал ӗҫӗнче, пултарулӑхра тупӑшрӗҫ.

Ҫак кун чӑвашсен аваллӑхӗ ҫинчен каласа паракан ҫӗнӗ спектакль сцена ҫине тухрӗ. Пьеса авторӗ - Юхма Мишши, режиссерӗ - Вячеслав Оринов, музыкине Лолита Чекушкина ҫырнӑ, художникӗ Валентин Федоров.

Патӑрьел районӗнчи Чемеровсем патшалӑх пулӑшнипе пурӑнмалли майсене лайӑхлатнӑ. Пилӗк ачаллӑ ҫемьене тӳлевсӗрех ҫӗнӗ ҫуртпа тивӗҫтернӗ.

Кун вӗренекенсемпе учительсен ӳт температурине виҫнинчен пуҫланать. Ҫын пухӑнса каясран темиҫе алӑкран кӗртеҫҫӗ.

"Шӑмӑршӑ-Суйкӑн-Алтышево" ҫул унччен ансӑр та шӑтӑк-путӑк пулнӑ. Ятарлӑ федераци программи пулӑшнипе тинех ӑна тӗпрен юсанӑ.

Интернет-проект про перемены — к лучшему. Дизайн, переделка, перестановка, тестирование материалов для ремонта и умных гаджетов. Съемки в реальных условиях с людьми, экспертами и котиками.

Проект ГТРК «Чувашия» посвящен 75-летию Великой Победы. Собран из цикла сюжетов и роликов, которые журналисты компании готовили совместно с нашими зрителями и пользователями соцсетей компании. Это наш общий проект и общий праздник.

К юбилейной дате - 100-летию образования Чувашской автономной области, ГТРК "Чувашия" создает цикл роликов о важнейших вехах становления республики.