чувашский выпуск

Республика шайне тухма тивӗҫлӗ спортсменсене палӑртаҫҫӗ

Красноармейски салинче сӗтел ҫи теннисӗ енӗпе йӑлана кӗнӗ турнир иртрӗ. 

Республикӑри аслӑ шкулсем пулас студентсене хӑнана йыхравлаҫҫӗ 

Аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденисенче уҫӑ алӑк кунӗсем  иртеҫҫӗ.  Ака уйӑхӗн 27-мӗшччен пыраҫҫӗ вӗсем. 

Ҫул юсама, спорт площадки тума палӑртнӑ

Муркаш районӗнче футболла вылямалли лаптӑка тӑвас ӗҫ мӗн сӑлтавпа чарӑнса ларнине Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитет ертӳҫисенчен тӗпчерӗ. Ҫавӑн пекех ҫул тӑвас ыйтӑва та тишкерчӗ.

Тасалӑхшӑн тӑрӑшаҫҫӗ 

Шупашкарти "Амазони" паркӗнче шкул ачисемпе студентсем "Алиса пластик ҫӗр-шывӗнче" спектакль кӑтартрӗҫ. Ҫапла майпа вӗсем хула ҫыннисене ҫӳп-ҫап пуҫтарма, ӑна тӗрӗс тирпейлеме вӗрентрӗҫ. 

«Фермер шкулӗ» проекта пурнӑҫа кӗртессипе килӗштерсе ӗҫлӗҫ 

Кун пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн регионти филиалӗн директорӗ Ирина Письменская килӗшӳ турӗҫ.

Чӑваш радио хӑна пухма хатӗрленет 

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче  Чӑваш радио хӑйӗн итлекенӗсене тӗл пулӑва чӗнет. Уяв концерчӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче иртӗ. 

Республикӑра Пӗтӗм Раҫҫейри финанс пӗлӗвӗн эрни пырать. 

Укҫа-тенкӗпе мӗнлерех перекетлӗ усӑ курмалла, тӑкаксене епле майпа малтанах курса тӑмалла, ултавҫӑсен аллине лекесрен мӗнле сыхланмалла? Кун пирки экспертсем Шупашкарти 44-мӗш лицейра вӗренекенсене каласа кӑтартрӗҫ.

Чӑваш Республикин аталану ҫул-йӗрне сенаторсем тишкерсе тухрӗҫ

Правительство çуртӗнче  иртнĕ канашлура сенаторсемпе республика аталанăвĕшĕн яваплă пуçлăхсем экономика политикин ыйтӑвӗсене сÿтсе яврĕç,  Чӑваш Ене ҫитес 3 ҫулта аталантармалли майсем пирки калаçрĕҫ.

Улатӑр районӗнчи хуҫалӑхсем кӗрхисене апатлантарма тухнӑ

Республикӑра ака-суха ӗҫӗсем пуҫланчӗҫ. Хире Улатӑр районӗнчи хуҫалӑхсем никамран малтан тухрӗҫ.  

Пӗлӳ кунӗ тӗлне хута ярасшӑн 

Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче агрошкул уҫӑлмалла. Ку вӑл республикӑри ҫакнашкал пӗрремӗш пӗлӳ ҫурчӗ, 108 ачана йышӑнма пултарĕ. 

Йӗплӗ карта хыҫӗнче ларакансене Шупашкарти камерлӑ театр спектакль кӑтартрӗ

Артистсем куракансене "А рыбы спят?" ятлӑ ҫӗнӗ ӗҫпе паллаштарчӗҫ.  Тӗл пулу Ҫӗрпӳри 9-мӗш колонире иртрӗ.

Шупашкарти "Созвездие" ача садӗнче хальхи йышши кинозал уҫӑлчӗ

Пирвайхи сеанссене Космонавтика кунне халалланӑ.  Ятарлӑ куҫлӑх тӑхӑннӑ ачасем хӑйсене  экран ҫинчи ӗҫ-пуҫа хутшӑннӑ пекех туйса илеҫҫӗ. Зал 12 вырӑнлӑ.  

Республикӑра патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗпе усӑ куракансен йышӗ ӳсет 

Пӗлтӗр Раҫҫейре патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсене электронлӑ майпа  илекенсен шучӗ 81 процентран та иртнӗ. Ку вӑл 2019-мӗш ҫулхипе танлаштарсан 3 процент ҫурӑ ытларах. 

Акана тухма хатӗр

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кӑҫал хуҫалӑхсем хире самай каярах тухӗҫ. Ҫавна май акана кӗске вӑхӑтра ирттермелле.

Банка хывнӑ укҫана хуҫисене тавӑраҫҫӗ

Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ республикӑри «Мегаполис» кредит организацийӗн лицензине пӑрахӑҫланӑ. Ҫакӑ унӑн Мускаври офисӗсем саккуна пӑхӑнса ӗҫлеменнипе ҫыхӑннӑ. 

Чӑваш патшалӑх çамрăксен театрӗнче "Петровичӑн хваттерӗ кӗр-р! кӗрлет" илемлӗ фильма пахаларĕç

Сценари авторӗ тата режиссерӗ - Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Виктор Петров. Фильм сценарине вӑл 15 ҫул каялла ҫырма пуҫланӑ. 

Эфирта — Ҫӗнтерӳ еткерҫисем

Ҫамрӑксенче мӑнаҫлӑх туйӑмӗ вӑратас, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историне аса илтерес тӗллевпе Шупашкарти клубсен тытӑмӗ "В эфире-наследники Победы" проект пуҫарнӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме грант пулӑшнӑ.

Комсомольски районӗнчи Кӗтне Пасарта пурӑнакансем ял ҫывӑхӗнче карьер тӑвассине хирӗҫ 

Ку тӑрӑхра ҫут ҫанталӑк пурлӑхне кӑлармалли вырӑнсене унччен те йӗркеленӗ. Хальхинче хӑйӑр М-12 федераци ҫулне тума кирлӗ. Ял ҫыннисемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ. 

Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура халӑхран пуҫтаракан сӗт хакӗ чакнин сӑлтавне шырарӗҫ 

Республикӑра чӗр тавара туянакансем халӗ пӗр литрне 19 тенкӗ те 60 пуспа илсе каяҫҫӗ, хӑш-пӗр районсенче унтан та йӳнӗрех. 

Шупашкарта йӑлана кӗнӗ балет фестивальне хатӗрленеҫҫӗ 

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта йӑлана кӗнӗ балет фестивалӗ пуҫланать.  Кӑҫалхипе вӑл  25-мӗш хут иртӗ. Икӗ эрне пыракан уявра  5 премьера сцена ҫине кӑларӗҫ. 

Все
Спецпроекты
"Мы в домике"

Интернет-проект про перемены — к лучшему. Дизайн, переделка, перестановка, тестирование материалов для ремонта и умных гаджетов. Съемки в реальных условиях с людьми, экспертами и котиками.

Наша Победа

Проект ГТРК «Чувашия» посвящен 75-летию Великой Победы. Собран из цикла сюжетов и роликов, которые журналисты компании готовили совместно с нашими зрителями и пользователями соцсетей компании. Это наш общий проект и общий праздник.

100-летие Чувашской автономии

К юбилейной дате - 100-летию образования Чувашской автономной области, ГТРК "Чувашия" создает цикл роликов о важнейших вехах становления республики.