Унӑн сменинче пӗр салтак та вилмен

Ҫитес вырсарникун ҫӗршывра медиксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗ яланах хисепре пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, сӑмахран, тухтӑрсемпе санитарсем миллионшар салтак пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.

Ҫак пархатарлӑ ҫынсен йышӗнче Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳснӗ Мария Колпакова та пулнӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗ тахҫанах пирӗн хушӑра ҫук пулин те, унӑн паттӑрлӑхӗ тӑванӗсен асӗнче упранать. Галина Будаеван ашшӗ те, амӑшӗ те фронтра ҫапӑҫнӑ. Амӑшӗ медик пулнӑ. Ӑна - 20 ҫулхи хӗре вӑрҫӑ пуҫлансан тепӗр куннех ҫара илсе кайнӑ. 1145-мӗш эвакогоспитальте сурансене ҫыхакан медсестра пулнӑ. Унӑн сменинче нихӑҫан та пӗр салтак та вилмен. 

 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов, Владимир Синдеев