Вăрçă ачисем 09.11.2021

Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Вăрнар районĕнчи Аçăмçырмара пурăнакан Августа Васильевна Осокина хăйĕн ĕмĕрĕнче терт-нушине нумай курнă. Кĕлетки-çурăмĕ маттур пулнăран нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман вăл. Окоп чавма та, вăрман касма та тивнĕ ăна.