ÇУЛА ТУХСАН 30.11.2020

Республикăра Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ялсемпе хуласенче тăрăшнисене чысласа та асăнса Куславкка районĕнче палăк лартма йышăннă. Сăр тăрăхĕнче тата Хусан хысакĕнче окопсем чавма хутшăннисен паттăрлăхне, Аслă Çĕнтерỹри вĕсен тỹпине шута илсе çапла тума палăртнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан тăхăрвунă çул урлă тахçанах каçнă Раиса Андреевна Михайлова иртнине куççульсĕр аса илеймест. Амăшĕн тĕрекĕ пулнă шкул çулĕнчи ача.