Çула тухсан 30.08.2021

Паян эпир сирĕнпе Вăрмар районне çитсе килĕпĕр. Мăнçырма ялĕнче пурăнакан Нина Павловнăпа Михаил Степанович Андреевсем Чăваш Республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена тивĕçнĕ. Çав ятпа вĕсене ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем саламларĕç. Вăрмарти загс уйрăмĕнче район администраци пуçлăхĕ Дмитрий Иванов мăшăрсене савăнăçлă лару-тăрура çав пысăк наградăна пачĕ.